Archive - 27 Çурла, 2015 - Хыпар
Нÿхреп хатĕрлетпĕр
Пăхса ÿстернĕ çĕрулмипе тымар çимĕçсене упрама часах нÿхрепе хумалла. Вĕсем хĕлле лайăх упранччăр тесен ăна лайăх хатĕрлемелле. Кашни çул пуçтарса илнĕ çĕнĕ продукцине хурас умĕн салатса пухмалли пÿлмесене тата çÿлĕксене, вырăнтан вырăна куçармалли щитсене нÿхрепрен илсе тухса, хĕвел çинче типĕтмелле, кирлĕ пулсан юсамалла. Унтан вĕсене кальци е каустика содипе çуса тасатмалла. Тимĕр çÿлĕксене тата йывăç çÿлĕксене çирĕплетнĕ тимĕр хатĕрсене тутăхасран çуллă сăрăпа витмелле. Нÿхрепе тăпраран, çÿп-çапран тата çĕрекен çимĕçрен тасатмалла, лайăх типĕтмелле, кирлĕ пулсан юсамалла.
Шкула кайма хатĕр-и?
Ачана шкула кайма хатĕрлемеллине ашшĕ-амăшĕ ăнланать, паллах. Ачана вулама, çырма хăнăхтарма тăрăшаççĕ çитĕннисем. Вулама тата çырма вĕреннисĕр пуçне шкулта ытти нумай çĕнĕлĕх кĕтет пĕчĕкскере. Вăл мĕнле вĕренесси шкул пурнăçне мĕнле хăнăхнинчен те, ачасемпе хутшăнассине тĕрĕс йĕркеленинчен те нумай килет. Ача питĕ хăюсăр пулсан ăна психолог е ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕ кирлех.
Психологсемпе физиологсем ача шкула каймалăх «пиçсе çитнине» тĕрлĕ енлĕн палăртаççĕ: ăс-тăн аталанăвĕ, хăйтĕллĕнлĕх тата психика аталанăвĕ.