Archive - 13 Çурла, 2015 - Хыпар

13 Çурла, 2015

Кĕçех шкула!

Ерипен те пулин çу кунĕсем иртсе пыраççĕ. Тин çеç тавралăх ешĕл тум пĕркеннĕччĕ, халь, акă, кĕçех хăйĕн çине ылтăн тĕслĕ тутăр уртса ярĕ. Вун-вун тĕслĕ çулçăсем йывăçсене ахахăн-мерченнĕн илем кÿрĕç. Улма-çырла пахчисем хăйсен сĕтеклĕ çимĕçĕсемпе тавралăха ырă шăршă сарĕç…

Шăпах çакăн пек тулăх кĕркуннен пĕрремĕш кунĕн-че хавас кăмăллă, ырă туйăмлă ачасем тăван шкулăн алăкне уçса пĕлÿ тĕнчине çул хываççĕ. Паян вара пĕлÿ çурчĕсем ачасене кĕтсе илме хатĕр те.

Купăста: сухан: укроп…

13 Çурла, 2015

«Ырă кăмăллă Рая» вулакансемпе тĕл пулма хатĕр

Валентина Тарават çыравçă ятне ватти те, вĕтти те пĕлет. Мĕншĕн тесессĕн вăл вулакан кăмăлне шута хурса, ăна мĕн кирлине чунпа туйса ĕçлет. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупаять.

13 Çурла, 2015

«Тĕлĕнтермĕш тăван ен»... Çакна пĕлмен халиччен

«Раççейре мар, Чăваш Енре мар, урăх çĕрте çуралнă пулсан...» - текен шухăш ĕмĕрте пĕрре те пулин кашнин пуçнех пырса çапать-тĕр. Хамăр патра кичем пек туйăнать.

13 Çурла, 2015

Манăн икĕ асанне - пуç таятăп вĕсене!

Паян ир-ирех вăранчĕ Сашук. Ыйхине çĕнтерес тесе куçне сăтăркаларĕ те сарайне васкарĕ. Черетпе тăратса тухнă вăлтисене пĕр хушă пăхса тăчĕ те: «Вăлти нумай-ха пирĕн, анчах паян çĕннипе, Мускавран туяннипе пĕве хĕррине каям-ха. Пысăк хулара темиçе кун пурăнса пĕвешĕн, унти пулăсемшĕн тунсăхларăм вĕт», - терĕ савăнăçлăн арçын ача.

Pages