Хальхи вăхăтри шкул ÿсĕмĕнчи ачасен хушшинче вулав культури начар аталанни çинчен час-час сăмах хускататпăр. Телее, кĕнекене хаклă тупра вырăнне хуракансем пур-ха çитĕнекен ăрура. Тĕслĕх-и? Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе паллашсан ун пеккисем кунта чылай пулнине пĕлтĕм.
Республикăри туризма аталантарас енĕпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи тата курав-ярмăркка ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пыракан канашсен ларăвĕсене пĕрле ирттернĕрен сÿтсе явмалли ытлах пулмасть те пулĕ тенĕччĕ. Çук иккен. Сехет çурă яхăн тăсăлнă калаçу хĕрÿ пулчĕ.
Ют çын сассине илтнĕ Нина аппа пÿртрен çенĕкелле туххăмрах тухрĕ. Умра тăракан кинемей 90-ра пулнине ĕненес те килмерĕ: çÿллĕскерĕн утти халĕ те йывăрланман, кĕлетки курпунланса пĕкĕрĕлмен. Пурнăçра терт-нуша мĕн чухлĕ тÿснине пуçа илсен вара...