Кĕнекепе туслă пулни Питĕре те илсе çитерет
27 Ноября, 2015 | Хыпар | Вĕрентÿ | Вĕрентÿ

Хальхи вăхăтри шкул ÿсĕмĕнчи ачасен хушшинче вулав культури начар аталанни çинчен час-час сăмах хускататпăр. Телее, кĕнекене хаклă тупра вырăнне хуракансем пур-ха çитĕнекен ăрура. Тĕслĕх-и? Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе паллашсан ун пеккисем кунта чылай пулнине пĕлтĕм. Çакăнта камăн витĕмĕ ытларах пулни çинчен шухăшланă май иккĕленмесĕрех пĕр ят çинче чарăнтăм. Вăл - Алина Владимирова, вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ, илемлĕ вулав тата театр кружокĕсен ертÿçи. Пилĕк çултах вулавăш енне сукмак хывнăскершĕн кĕнеке вуласси - паянхи кунчченех чун киленĕçĕсенчен чи çывăххи. Çак туртăмпа пĕрле вара унра тата тепĕр пултарулăх амаланнă - сăвва е проза сыпăкне илемлĕ вуласси. Чи пахи - çакнашкал пултарулăха вăл хальхи вĕренекенсен хушшинче аталантарса пыни.

Çуна çинчи тупра

Красноармейски районĕнчи Пшонка ялĕнче çуралса ÿснĕ Алина Чăваш патшалăх педагогика институтне филологи факультетне вĕренме кайни ăнсăртран мар. Сăлтавĕсенчен пĕри кĕнеке вулама мĕн пĕчĕкрен юратнипе çыхăннă. Тепри вара - шкулти вырăс чĕлхипе литература учителĕ Мария Михайловна Ильина хĕрачана çав тери килĕшни. Юратнă вĕрентекенĕн çемçе, хитре калаçăвĕ халĕ те хăлхарах тесе палăртать унăн çулĕпе кайнă вĕренекенĕсенчен пĕри Алина Егорова /хĕр чухнехи хушамачĕ çапла пулнă/.

- Ачалăхăма ырăпа аса илетĕп. Атте-анне пире, вĕтĕр-шакăра, киле питĕрсе хăварса ĕçе кайнă. Радиопа юмах итлесе лараттăмăр, сăвă калаттăмăр, телевизорпа дикторсем калаçнине тăнлаттăмăр... - илемлĕ вулав енне туртăм, акă, мĕнле вăраннă! Пушă чухне атте ялан аллине кĕнеке тытатчĕ. Аппа Светлана та /халĕ Пикшик шкулĕнче акăлчан чĕлхи вĕрентет/ ку енĕпе маншăн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Çапла пиллĕкренпех эпĕ те ялти библиотекăна çул такăрлатма тытăннă. Эх, еплерех чунпа хăпартланса чупнă унта эпир! Вулавăша çĕнĕ кĕнекесене çунапа туртса килетчĕ библиотекарь. Штамп лартма та памастăмăр вĕт - полиграфи сăррин шăрши те сĕвĕрĕлмен тĕркесене алла тытассишĕн тăпăртатса тăраттăмăр! - пĕрре хавхаланса, тепре çав вăхăтсем иртнĕшĕн куляннă пек пулса калаçать хăйĕн пурнăçри тĕп ĕçне чун киленĕçĕпе çыхăнтарнăскер. Малалла вулас...

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.