Archive - 30 Юпа, 2015 - Хыпар

30 Юпа, 2015

Çĕрулми çитĕнтерекенсен ăнăçу никĕсĕсем

Çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курни, çĕр ĕçне пĕлсе тата ăна наукăпа агротехника ыйтнă пек туса пыни, пахалăхлă вăрлăх çеç акни, туслă коллектив пĕлĕвне пĕрмай ÿстерме ăнтăлни - шăпах çак самантсем "Çĕрулмине мухтав-Елчĕк" агрофирмăна яланах малтисен йышĕнче пулма май параççĕ. Кăçалхи çитĕнÿсем те савăнтараççĕ, çавна май асăннă ОООра тăрăшакансем ЧР Ялхуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне лайăх кăмăл-туйăмпа кĕтсе илеççĕ.

30 Юпа, 2015

Институт малаллах талпăнать

Федерацин «Чăваш ялхуçалăх наука тĕпчев институчĕ» патшалăх бюджет учрежденийĕн /Çĕрпÿ районĕ, Сăнав поселокĕ/ коллективĕ Ялхуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен уявне мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илет-ха? ПБУ директорĕ Андрей Анатольевич ФАДЕЕВ хуравлать.

30 Юпа, 2015

Чутай ен фермерĕ мĕншĕн канăçсăр?

Уявра эпир тунă çитĕнÿсемпе чĕререн савăнса мухтав юрри юрлама хăнăхнă. Палăртни йăлтах аван пурнăçлансан, пур ĕç те кал-кал пырсан вăл çапла пулмалла та. Анчах пурин те апла мар çав. Экономика кризис тÿснĕ тапхăрта пушшех те.

30 Юпа, 2015

Çăкăр çитерекене мухтав!

Ял хуçалăхĕ республикăшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшли каламасăрах паллă. Тĕрĕссипе, эпир пурте ялтан тухнă. Хула та ялсăр пурăнаймасть. Кашнин сĕтелĕ çинчи çăкăр - ял çыннин ырми-канми ĕçĕпе пулнăскер. Çавна май Чăваш Ен Ялхуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне çуллен сумлă паллă туни чăннипех вырăнлă.

Pages