Archive - Раштав 2014 - Хыпар

декабрь 17th

17 Раштав, 2014

«Итлĕр-ха, эпĕ чăлах мар вĕт...»

Пирĕн корреспондент тĕп хулара ĕç шыранă

Çитет... Çитет тĕнче касса çÿресе. Мускавра монолит çуртсем хăпартрăм, Чулхулара ача сачĕ купаларăм, Инçет Çурçĕрти Ямалта çул турăм. Ютра пилĕк авма, чура вырăнĕнче туйма çаплах çирĕмри яш мар, аллăран иртнĕ, мăнуксем «асатте» тени килтех юлма хистет.

17 Раштав, 2014

Купăста йÿçĕтме кая юлман-ха

«Хăвăрт» купăста. Купăстана улăм пĕрчи пек турамалла, кишĕре шултра теркăпа хырмалла. Хутăштармалла, витрене хумалла. Купăста шывĕ ямалла. Ăна хатĕрлеме вĕретсе сивĕтнĕ 3 литр шывра пĕчĕкрех 2 стакан шултра йышши тăвар тата 1 стакан сахăр песукĕ ирĕлтермелле. Купăста хунă витрене ямалла, пахча çимĕçе йывăр япала хурса пусăрăнтармалла. Купăста темиçе кунранах çиме хатĕр пулса çитет.

Тутлă купăста. 3 килограмм купăста, 2 чей кашăкĕ вĕтетнĕ хĕрлĕ пăрăç, 2 пуç ыхра, 3-4 кишĕр кирлĕ.

17 Раштав, 2014

Хаклă пурлăх тупрăм

Теччĕри чăваш наци культура центрĕн председателĕ Владимир Вериялов хирĕçре пурăнакан Лизук аппа чăваш юррисене юрлани çинчен каласа панăччĕ. Анчах та эпĕ унпа кăçалччен тĕл пулса калаçаймарăм.

17 Раштав, 2014

«Çумра çук пулсан та - чунра пур»

Юрий Ендеева ентешĕсем манмаççĕ. «Паттăр ячĕ ĕмĕре», «Паттăрлăх вилĕмсĕр» - теççĕ халăхра. Паттăр салтак - çывăх çыннисен, тăванĕсен, юлташĕсемпе тусĕсен, ял-йыш асăнче яланлăхах юлать. Çакна Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçра тепĕр хут курса ĕнентĕм.

декабрь 16th

16 Раштав, 2014

Сутăр ытларах - туянакан пайтах!

Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлакан канаш ларăвне ирттерчĕ. Унта районсен администраци пуçлăхĕсем е вĕсен заместителĕсем хутшăнчĕç.

16 Раштав, 2014

Волонтер - ирĕклĕ çынсен ялĕ

90 çул каялла чăмăртаннăскер мĕншĕн сăнне çухатать?   Пысăк мероприятисене йĕркелеме пулăшать, ватă çынсемпе тăлăх ачасене хÿтте илет, спорт ăмăртăвĕсене ирттернĕ чухне вĕсен ĕçĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ... Сăмах - обществăри чи хастар та ăшă кăмăллă çын çинчен. Ку - волонтер.

16 Раштав, 2014

Шăнкăртам - ял аталанăвĕн тĕкĕрĕ

Ку тăрăхра килĕшÿпе татулăх хуçаланать

«Сутуçăсен патшалăхĕ», «Иккĕмĕш Рублевка» - мĕнле кăна хак памарĕç Патăрьел районĕнчи Шăнкăртама! Çакăнта пĕрремĕш хут пулнă çын хÿхĕм çуртсене курса тĕлĕнет.

16 Раштав, 2014

Чи кĕçĕн граждансем тавра - политикăн пысăк ыйтăвĕсем

Декабрĕн 15-мĕшĕнче 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсемпе пулса пыракан наци стратегине пурнăçа кĕртессипе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнче ĕçлекен координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту ачасемпе çул çитмен çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассине еплерех йĕркелемелли çинчен пулчĕ. Республикăри ачасен пурнăçĕнче спорт мĕнлерех вырăн йышăннине Чăваш Ен физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников уçăмлатрĕ. Унăн докладĕнчен çакă паллă пулчĕ: хальхи вăхăтра шкулта вĕренекен ачасен 47 проценчĕ спорт занятине тăтăш çÿрет.

16 Раштав, 2014

Бюрократи чăрмавĕсене пĕтермелле

Декабрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Pages