Комментари хушас

16 Раштав, 2014

Чи кĕçĕн граждансем тавра - политикăн пысăк ыйтăвĕсем

Декабрĕн 15-мĕшĕнче 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсемпе пулса пыракан наци стратегине пурнăçа кĕртессипе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнче ĕçлекен координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту ачасемпе çул çитмен çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассине еплерех йĕркелемелли çинчен пулчĕ. Республикăри ачасен пурнăçĕнче спорт мĕнлерех вырăн йышăннине Чăваш Ен физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников уçăмлатрĕ. Унăн докладĕнчен çакă паллă пулчĕ: хальхи вăхăтра шкулта вĕренекен ачасен 47 проценчĕ спорт занятине тăтăш çÿрет. Кăтарту тата та пысăкрах пулĕччĕ-и тен - хальхи вăхăтра шкул программи ачасен питĕ нумай вăхăтне илнĕрен /уроксем, факультативсем, репетиторпа иртекен занятисем.../ хăшĕ-пĕри секци-кружока çÿреймест.

Министрăн малаллахи калаçăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пÿлчĕ:

- Ÿт-пĕве пиçĕхтерме вĕренÿ занятийĕсем нумаййи чăрмантарать тесшĕн-и? Вĕренÿ министрĕ те çак шухăшпа килĕшет-и? Уроксем пуçланиччен спортпа аппаланма кам чăрмантарать? - хăйĕн çак сăмахĕсем хыççăн Михаил Васильевич ачалăх çулĕсенче шкула ют яла çÿренĕ пулин те çур сехет «качака» урлă еплерех хавхаланса сикнине аса илчĕ.

Хальхи вăхăтра вара шкулсенчи спортзалсенче /нумайăшне юсаса çĕнетнĕ/ ÿт-пĕве çирĕплетме «качакасăр» пуçне темĕн те пур. Вĕсене «тунсăхлама» парас мар тесен вĕрентекенĕн ачасене спорта явăçтарма пĕлмелле. Пĕр сăмахпа, вĕренÿ ведомствин кадрсен тĕлĕшпе те тимлĕ пулмалла. Чăн та, Владимир Иванов министр каланă тăрăх - ку енĕпе çитменлĕхсем çукпа пĕрех. «Çамрăк педагогсем çумне опытлă вĕрентекенсене наставник пек çирĕплетессине йăлана кĕртни пушшех ырă «çимĕç» парать», - çирĕппĕн калать вăл.

Республика Пуçлăхĕ ĕçлĕ çулçÿревсен вăхăтĕнче район центрĕсенчи спорткомплексри лару-тăрупа пĕрре мар интересленнĕ - пурте кăмăлне тивĕçтернĕ тееймĕн. Пуçлăхшăн вак-тĕвек çук: пысăк укçа хывса хăтланă çурт çурма пушă ларни епле çырлахтартăр?! Çавăнпа та Республика Пуçлăхĕ физкультурăпа спорт министрне Сергей Мельникова республикăри спортăн мĕнпур учрежденине çирĕп тĕрĕслесе тăма хушнинчен тĕлĕнмĕпĕр.

Çĕнĕ ăрăва сывă пурнăç йĕркипе çитĕнтерессишĕн Чăваш Ен сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви те - яваплă орган. Çавна май ларура асăннă ведомство ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова республикăри ача-пăча сывлăхĕ çинчен тĕплĕн ăнлантарса каласа кăтартрĕ. Вĕсене сывă ушкăна лекме май паман чи анлă сарăлнă чирсем - куç вăйĕ чакни тата кĕлетке кукăрăлни - тĕрлĕ районăн кăтартăвĕ тĕрлĕ пулни Координаци канашĕн членĕсене тĕлĕнтерчĕ. Акă Етĕрне районĕнче ку амак ачасен 0,7 процентне пырса тивет-тĕк, кÿршĕллĕ Муркаш тăрăхĕнчех - 12,1 процентне.

Çак районсен пуçлăхĕсем Владимир Кузьминпа Ростислав Тимофеев /ларăва вĕсем те хутшăнчĕç/ çакăн сăлтавĕсене тĕпчесе пăхма шантарчĕç.

Наци стратегине республикăра мĕнле пурнăçласа пырасси районсемпе хуласенчи лару-тăрупа тÿрреммĕн çыхăннă. Çакна шута илсе Координаци канашĕн кашни ларăвĕнчех вăл е ку муниципалитет ачасен интересĕсене еплерех хÿтĕленипе пайăррăн кăсăкланаççĕ. Ку хутĕнче Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи тата Етĕрне, Муркаш районĕсенчи лару-тăрупа администраци пуçлăхĕсем паллаштарчĕç. Леонид Черкесов тĕп хулара садик черечĕ кĕскелсех пынăшăн, шкул столовăйĕсенче ачасем 100 проценчĕпех вĕри апат çиме пултарнăшăн, «Раççей - спорт çĕршывĕ» форум хыççăн секцисене çÿрекен ача-пăча йышĕ ÿснишĕн хĕпĕртет. Владимир Кузьмин калаçăвĕнче те ырри çинчен сăмах чылай пулчĕ-ха - демографи лару-тăрăвне лайăхлатас ыйтупа вара, шел, ырă улшăну кĕтсе илеймен-ха хальлĕхе Етĕрнесем.

Ларура хускатнă пур ыйтупа та пăнчă лартма иртерех-ха. Çакна систерсе Координаци канашĕн секретарĕ - ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова курăмлă ĕçсене асăнса тухнă хыççăн 2015 çул валли ĕç планĕ хатĕррине пĕлтерчĕ.

Ирина ИВАНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.