Çĕр çине никам та ĕмĕрлĕх килмест, пурте ватăлатпăр. Пурăннă вăхăтра çыннăн çурт-йĕр çавăрмалла, ача-пăча çитĕнтермелле, йывăç лартса ÿстермелле. Çак ĕçсене эпир мăшăрпа пурнăçларăмăр тесе шухăшлатăп.
Февралĕн 27-28-мĕшĕсенче Шупашкарти «Николаевский» суту-илÿ комплексĕнче регионсен хушшинчи «Çĕр улми — 2020» курав иртет. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие çулсерен йĕркелеççĕ. Унта хутшăнакансен йышĕ те ÿссех пырать. Анчах республикăра çĕр улми лаптăкĕ çулсерен чакни шухăшлаттарать. Кăçал «иккĕмĕш çăкăра» 20,4 пин гектар çинче лартма палăртнă. Ку пĕлтĕрхи шайрах. Анчах палăртни тÿрре килĕ-ши?
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Галина Кузнецова хăйĕн юбилейне куракансемпе пĕрле паллă тума хатĕрленетчĕ. Хăнасем пухăнма пуçличчен ăнахамăрăн тĕпеле чĕнтĕмĕр. «Эпĕ маларах та, каярах та мар, шăпах 1960 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче çуралнишĕн шăпана тав тăватăп. Урăх вăхăтра çут тĕнчене килнĕ пулсассăн Мускаври М.Щепкин ячĕллĕ театр аслă училищинче /институтра/ пĕлÿ пухайман, унти сумлă педагогсен хăвачĕпе хĕмленеймен пулăттăм.
Ватă та сумлă чăваш ялĕнче, лăпкă Тусайра 1929 çулта çуралнă эпĕ. Тăван ял. Тăван кĕтес… Ачаран ун ытамĕнче рехетленсе çитĕннĕ. Тăван тавралăх пĕчĕкле ăша кĕрсе вырнаçать те мĕн сывлăш тухма пăрахичченех упранать.
Ун çинчен пĕр сăмахпа «амазонкăсен тăхăмĕ» теме те пулать-тĕр. Хастар, ĕçчен, палăртнă çултан пĕр пăрăнмасăр утать, йывăрлăхсенчен хăрамасăр, чăрмавсене парăнмасăр шав малалла талпăнать. Тĕрĕссипе, чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕн хаклăхĕсем çаксем. Тахçанах паллатăп ăна — хăйĕн ĕçĕнче ăнăçтарнипе çырлахмасăр тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисен йышĕнче тăтăшах куратăп Инесса АЛЕКСЕЕВĂНА. Шупашкар, республика шайĕнче иртекен мероприятисенчен юлмасть вăл. Мĕнле тĕллевпе пурăнать паян пултаруллă ертÿçĕ? Мĕнле шухăшсем канăç памаççĕ чăваш хĕрарăмĕн чун-чĕрине?
Çак кунсенче «Яндекс. Переводчик» вырăсларан чăвашла, чăвашларан вырăсла куçарма тытăнчĕ. Апла пулсан тăван чĕлхемĕр эволюцин çĕнĕ тапхăрне кĕчĕ. Ку шухăша Чăваш Енри специалистсем çеç мар, Мускаври ят-сумлă çынсем те палăртрĕç.