Комментари хушас

21 Нарăс, 2020

«Экзамена япăх хатĕрленнĕ студент», е «Яндекс.Переводчик» чăвашла та куçарни çинчен

Çак кунсенче «Яндекс. Переводчик» вырăсларан чăвашла, чăвашларан вырăсла куçарма тытăнчĕ. Апла пулсан тăван чĕлхемĕр эволюцин çĕнĕ тапхăрне кĕчĕ. Ку шухăша Чăваш Енри специалистсем çеç мар, Мускаври ят-сумлă çынсем те палăртрĕç. Çĕнĕ технологисен саманинче чĕлхе интернетра сарăлни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Анчах ку ĕç хăй тĕллĕн пулса пымасть.

Пуçаруллă йыш

Рунет /вырăс чĕлхиллĕ интернет/ аталанма пуçланă тапхăртах Николай Плотников ертсе пыракан Чăваш халăх сайчĕ вăй илчĕ. Малтанласа тăватă чĕлхепе — чăвашла, вырăсла, акăлчанла, эсперантăлла – йĕркеленĕскерте çĕнĕ хыпарсем вырнаçтарнипех çырлахмарĕç. Асăннă çăл куç кичем сайт мар, тулли портал пулса тăчĕ. Вăл тĕрлĕ енлĕн / электронлă словарьсемпе, энциклопеди материалĕсемпе/ пуянланса пычĕ.
Чăваш чĕлхине интернетра анлă сарас тĕллевлĕ Николай Плотников тата унпа пĕр шухăшлă çынсем 2015-2016 çулсенче «Яндекс. Переводчик» веб-службăна тутар, пушкăрт чĕлхисем кĕнине асăрхамасăр ирттереймен паллах. «Чăваш чĕлхи мĕнрен кая?» — шухăшланă вĕсем чуна ыраттарса. Ытти халăха /наци доменне сарассипе тутарсем, ав, республика шайĕнче тахçанах хастар ĕçлеççĕ/ ăмсанса ларас темен Чăваш Енри хастарсем — «Яндекс» тата «Google» сервиссенче усă курма май килтĕр тесе чăваш чĕлхин ик чĕлхеллĕ корпусне /чăвашла тата вырăсла текстсене пĕрле пухни/ йĕркелеме пуçланă. «Яндекс. Переводчик» валли ахаль словарьсенчи пек пĕрер сăмаха пухса интернета вырнаçтарни çителĕксĕр. Электрон тăлмачă тĕрĕс куçартăр тесен ăна ик чĕлхеллĕ предложенисемпе тата тулли текстсемпе пуянлатмалла.
Ик чĕлхеллĕ корпус йĕркелесси – капашсăр пысăк ĕç. Ăна пурнăçа кĕртме пирĕн республикăра, ытти регионти пек, ятарлă программа йышăнман. «Эпир хамăр вăя ытларах шанатпăр. Ыйтсан пулăшакан тупăнсан та — аван», — палăртрĕ Николай Плотников.
«Чăвашла тата вырăсла предложенисемпе текстсене тĕрлĕ меслетпе пухрăмăр. Сăмахран, конкурс ирттерсе, студентсене ÿкĕтлесе… Пурăна киле чăвашла, вырăсла сăмахсен йышне пухма май паракан чи хăвăрт меле тупрăмăр: икĕ чĕлхепе тухнă литература хайлавĕсене интернета вырнаçтартăмăр», – каласа кăтартрĕ Николай.
Ку ĕçре пуçаруллă ушкăна Чăваш наци библиотеки самай пулăшнă. Библиотекарьсем электронлă вулавăша куллен ик чĕлхеллĕ текстсене кĕртеççĕ. Хайхи электронлă вулавăшра паянхи кун 30 пин ытла хайлав пуçтарăннă. Чăваш чунĕллĕ хастарсене библиотека ĕçченĕсем усă курма чарман. Пуçаруллă йыш хăй тĕллĕн те вырăсларан нумай текст куçарнă.

Асăрхамасăр хăварман

«Яндекс. Переводчик» сервиса чăваш чĕлхине кĕртнине Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пысăка хурса хакларĕ. Çакăн пирки вăл Фейсбук социаллă сетьри хăйĕн страницинче çырнă. Унта Олег Алексеевич «Яндекса» тата энтузиастсене тав тунă. «Яндекс. Переводчик» веб-службăна чăваш чĕлхине кĕртни пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пĕрремĕшĕнчен, çамрăксене тата çитĕнекен ăрăва наци чĕлхипе кăсăклантармалла. Иккĕмĕшĕнчен, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе кăçал 100 çул çитнĕ май хамăр тăрăхра, ытти регионта тата ют çĕршывсенче пурăнакансемшĕн ку пĕлтерĕшлĕ парне пулчĕ», – палăртнă Олег Николаев. Çавăн пекех вăл çакна чăваш чĕлхин сумне çĕклеме тата чĕлхемĕре сарма пулăшакан мел пек хакланă.
Пытарма кирлĕ мар: «Яндекс. Переводчик» паян чăвашларан вырăсла, вырăсларан чăвашла мĕн пур сăмахах тĕрĕс куçараймасть. Калăпăр, çакă Константин Ивановăн пурте пĕлекен «Нарспи» поэмин малтанхи тăватă йĕркине вырăслатса пăхсан та сисĕнет. «Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Хĕвел пăхрĕ ăшăтса. Силпи чăваш ялĕнче Юр ирĕлчĕ васкаса» йĕркесене «В конце пустынного месяца загоралось солнце. Силпи в чувашской деревне снег взял», – тесе куçарать. Çакна Николай Плотников «Яндекс. Тăлмачра» чăвашла тата вырăсла предложени кирлĕ чухлĕ çуккипе çыхăнтарать.
Интернетри онлайн тăлмачă тĕрĕс куçартăр, йĕркеллĕ ăнлантăр тесен вырăсла тата чăвашла предложенисен шучĕ сахалтан та 1 миллион кирлĕ. Унсăр пуçне, пурте пĕлетпĕр, кашни чĕлхенех хăйне евĕрлĕх пур. «Ĕçĕмĕре пуçланă кăна-ха. Ку вăхăт тĕлне эпир «Яндекса» вырăсла тата чă-вашла 250 пин предложени çеç ярса панă. Пирĕн ĕç пĕр вырăнта тăмасть — акă, икĕ чĕлхепе пухса хатĕрленĕ предложенисен шутне 290 пине çитертĕмĕр», – пĕлтерчĕ Николай Алексеевич.
«Яндекс» компани ĕçченĕ Антон Дворкович сервисри чăваш чĕлхин тăлмачине экзамена начар хатĕрленнĕ студентпа танлаштарать. Ыйтăвăн хуравне пĕлмен чухне студент тĕрĕсех каласса шанса пуçне мĕн пырса кĕнине персе ярать. Тепĕр чухне хурав тĕрĕс пулать, тепĕр чухне — çук. «Яндекс. Переводчик» сервис та çавăн пек ĕçлет. Акă, сăмахран, онлайн тăлмачă хăйĕн «асĕнче» вырăс сăмахĕн чăвашла куçарăвне тупаймасан урăх вариант сĕнет. «Энтузиастсем пире çулталăкра вырăсла тата чăвашла 250 пин предложени хатĕрлесе пачĕç. Ăста куçаруçă валли ку сахал, апла пулин те ытлашши хурламалла мар. Унпа усă курма пулать», — ăнлантарчĕ Антон Дворкович.
«Яндекс» компани ĕçченĕсем кирек мĕнле чĕлхе те вăхăт иртнĕ май аталанса çĕнелнине, чĕлхе вăл е ку ушкăна кĕнине шута илеççĕ. Чăвашла-вырăсла куçарассине йĕркеленĕ чухне тĕрĕк халăхĕсен чĕлхисен хăйне евĕрлĕхне тĕпе хунă. Ку ахальтен мар: тĕрĕк чĕлхисен лексика правилисем, сăмах тăвакан аффикссем, тĕпрен илсен, пĕр хурăмлăрах. «Back-translation» /тÿнтер куçару/ мелĕпе те усă курнă — çакă машинăна куçарма вĕрентмешкĕн кирлĕ. Сăмах май, пархатарлă çак ĕçре «Яндекс» компанире вăй хуракан Александр Антонов та хăйĕн тÿпине самай хывнă. Вăл Чăваш Енре çуралнă, Çĕнĕ Шупашкартан.

«Чăн-чăн паттăрлăх»

— Мускавра пурăнатăп пулсан та юлашки вăхăтра «чăваш чĕлхин пуласлăхĕ хăрушлăхра» тенине час-часах илтетĕп, — сăмахне аякран пуçларĕ çĕршывăн тĕп хулинчи реклама холдингĕн пай пуçлăхĕнче ĕçлекен Ольга Антонова. — Хăшĕ-пĕри чĕлхе дискриминацийĕпе кĕрешме, ăна упраса хăварас тесе вăй хума чĕнсе калаçать, çырать. Анчах татăклă йышăну тума сĕнекен çукрах. Çавăнпа Николай Плотниковпа унăн командин ĕçĕ пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку – чăн- чăн паттăрлăх! Хăйсем питĕ сăпайлă. Ĕçĕ пирки кăшкăрашса çÿремеççĕ. Энтузиастсен ĕçне тĕрĕс хак парасса тата наградăпа хавхалантарасса шанатăп.
Чăваш поэчĕ Альбина Юрату çакна уçлăх пысăкăш ĕç вырăнне хурса хаклать. «Николай Плотникова тата унпа пĕр çулпа пыракансене куншăн грант парса хавхалантармалла… Çав укçана вĕсем тата пĕлтерĕшлĕрех ĕçсем тума ярĕç», – палăртрĕ вăл. Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕн ертÿçи Антонина Андреева вара кунашкал пĕлтерĕшлĕ ĕçшĕн «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне памалла тесе шухăшлать.
— Чăваш чĕлхине пĕтĕм тĕнче пĕлмелли пысăк та сăваплă ĕç. Хăй вăхăтĕнче Çеçпĕл Мишши чĕлхене ан манччăр тесе сăвăласа çырнă, çĕнĕ чăваш поэзине никĕслекен «Сăвă çырассипе ударенин правилисем» статья шăрçаланă. Каярахпа Валери Туркай поэтпа юлташĕсем выçă тытса чĕлхен пуласлăхне витĕм кÿчĕç. Халĕ Николай Плотников йĕркелесе пынипе чăваш чĕлхин хăвачĕ тĕнче уçлăхне интернет урлă тухрĕ. Савăнатпăр çак пулăмшăн! Апла пулсан пĕтместех чăваш чĕлхи – çавна шантаракан пысăк ĕç вăл! — ырларĕ Антонина Андреева.
Масс-медиа, информаци технологийĕсем тата патшалăх управленийĕ енĕпе ĕçлекен специалист Наталья Володина политтехнолог хăй вырăс пулин те «Яндекс. Переводчик» сервиса чăваш чĕлхине кĕртнине пысăк хак пачĕ. Кун пирки вăл, тĕрĕссипе, Фейсбукра та çырнăччĕ.
— Çакă – патшалăх шайĕнче е патшалăх хÿттипе те пулин пурнăçламалли ĕç. Наци культурине аталантарасси стратегиллĕ концепципе килĕшÿллĕн пурнăçланса пымалла. Чăваш Енре çавăн пек хастар тупăнни савăнтарать. Патшалăх, Чăваш Ен Правительстви тумалли ĕçе вăл тата унăн юлташĕсем пурнăçланă. Ун ячĕпе палăк лартмалла, — хăйĕн шухăшне палăртрĕ Наталья Ивановна.
Шупашкарта пурăнакан Александр Варенов усламçă хулара ÿснĕ май чăвашла вĕренмесĕр юлнă. Александр онлайн куçаруçă чăваш чĕлхин аталанăвĕшĕн капашсăр пысăк ĕç пулнине, çакă тăван чĕлхемĕре сахал йышлă ытти халăх чĕлхипе пĕр шая хăпартнине палăртнипе пĕрлех чăваш чĕлхине хула шкулĕсенче вĕрентме паха программа çуккине асăнчĕ.
— «Чăвашла вĕренес килмесен урăх çĕре тухса кайăр», – тетчĕç пире вĕрентекенсем. Манăн, 8-9 çулсенчи ачан, ăçта каймаллине ăнланмастăм, – пытармарĕ бизнесмен.
«Викимедиа РУ» организацин Раççейри уйрăмĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Козловский чăвашла çырнă текстсене «Яндекс. Переводчик» пулăшнипе ытти халăх та вуласа ăнланма пултарнине, асăннă сервиса кĕртнĕ ытти чĕлхерен те текстсене чăвашла куçарма май пуррине кăмăлтан палăртрĕ.

СĂМАХ МАЙ

Чăваш чĕлхин онлайн куçарăвĕ «Яндексăн» веб-версийĕнче çеç мар, «Яндекс. Переводчик» мобильлĕ приложенире те пур.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.