Çĕр çине никам та ĕмĕрлĕх килмест, пурте ватăлатпăр. Пурăннă вăхăтра çыннăн çурт-йĕр çавăрмалла, ача-пăча çитĕнтермелле, йывăç лартса ÿстермелле. Çак ĕçсене эпир мăшăрпа пурнăçларăмăр тесе шухăшлатăп.
Йăлари хытă каяша пухса тирпейлесси, турттарса каясси пирки ялсенче хĕрÿ калаçу пырать. Ара, аслă ăрури çынсенчен, тин çуралнă пепкесенчен çÿп-çапшăн укçа мĕншĕн пухмалла-ши? Çакă çиес çăкăра алăран туртса илнĕнех туйăнать.
Чуна йывăртан, чĕре ыратнăран сирĕн пата çырма шут тытрăм. Çамрăксем çемье çавăрнă чухне ĕмĕр вĕçне çитиччен пĕрле пурăнма сăмах параççĕ. Анчах çулсем иртнĕçемĕн юрату сĕвĕрĕлме пуçлать. Арçын пуçне ырă мар шухăш пырса кĕрет: çумри арăмĕ килĕшми пулать, вăл урăх хĕрарăмпа çыхланать. Çавна май чи малтан ача нушаланать. Хамăн кĕçĕн мăнук еплерех йывăрлăха кĕрсе ÿкнине çырас терĕм. Ашшĕ иртнĕ çул çемйине пăрахса урăх хĕрарăмпа пурăнма пуçларĕ. Ачине питĕ юрататчĕ вăл малтан. «Мĕнле ăшă кăмăллă ача пулчĕ çакă пирĕн», — тетчĕ.