- Чăвашла верси
- Русская версия
Ватлăх ват тути ан пултăрччĕ
Çамрăклăхăм ирхи сывлăм пек иртсе кайрĕ. Кун-çулăм вăрăм пулчĕ. Шуррине те, хурине те пайтах курнă. Ачасем те, çывăх çынсем те канлĕ ватлăх сунаççĕ.
Пенсие тухсан, ватлăх кунĕсем çывхарса килсен, ĕçре никама та кирлĕ маррине туйсан, пуç, кĕлетке вăйĕ чаксан, хăлха илтми пулсан тăлăх та пĕччен пулнине тÿсме питĕ йывăр. Кирлĕ-кирлĕ мар сăмахпа çынна вараланине, хисепрен кăларнине епле тÿсмелле-ха? Ун пек çын çиелтен пăхма чипер сăн-питлĕ, анчах ăш-чикки тикĕт пек хуп-хура. Çынпа вăл питĕ кăмăллă калаçать, çав вăхăтрах хĕвĕнче çивĕч çĕçĕ усрать. Пĕр тĕслĕх илсе кăтартам-ха. Хамăртан аслă пĕр çемьепе килĕштерсе пурăнтăмăр. Ывăлĕ авланса кин кĕртсен те пĕр-пĕрне пулăшма, пĕр куркаран ĕçсе-çиме пăрахмарăмăр. Ашшĕ-амăшĕ пирĕнтен уйрăлса кайнă ĕнтĕ, ачисем те пенсие тухрĕç. Укçа-тенкĕ çитет, пурнăç та лайăхланчĕ халĕ. Эпир, ватăсем, ĕçлейми пултăмăр. Хайхисем пулăшаймассине туйрĕç, хăйсенчен пулăшу ыйтассине сисрĕç. Çĕр çинче çын илтмен сăмахпа сивĕтрĕç. «Сивĕ сăмах сивĕтет», — тесе ахаль каламаççĕ вĕт. Хура хурлăха хура куççуль çуса ярас çук. «Ватта сума сăвакан хăй те сумлă пулнă», — теççĕ. Ватлăх пурин те пĕр кунра килмест. Турă тÿсĕм патăр çав кĕрхи сивĕ кунсене ирттерме.
Евгения ПЕТРОВА.
Сĕнтĕрвăрри районĕ,
Иккĕмĕш Чураш ялĕ.
Комментари хушас