Ял çыннине хисеплесчĕ
Çĕр çине никам та ĕмĕрлĕх килмест, пурте ватăлатпăр. Пурăннă вăхăтра çыннăн çурт-йĕр çавăрмалла, ача-пăча çитĕнтермелле, йывăç лартса ÿстермелле. Çак ĕçсене эпир мăшăрпа пурнăçларăмăр тесе шухăшлатăп.
Иртнĕ ĕмĕрте çурт-йĕр çавăрма çăмăлах пулман: колхозра ĕç укçи пĕчĕкчĕ, патшалăх енчен, паянхи пек, пулăшу пулман. Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усраса сутса тунă укçапа капмар çурт лартаймарăмăр. Çулсем кунран-кун иртсе пыраççĕ, ĕмĕр вĕçне çывхарса пынине туятпăр халĕ. Ăс-тăн йĕркеллĕ чухне куçман пурлăха /çурт-йĕре/ ачасене халалласа хăварас шухăш çуралчĕ. Мĕншĕн тесен сарăмсăр инкеке пула халал хутне тепĕр чухне хăшĕ-пĕри çырса та ĕлкĕреймест. Çавна пула ачи-пăчи хушшинче хирĕçÿ тухнă тĕслĕх сахал мар тĕл пулать.
Ĕлĕкхи йăлапа, хамăр ĕçленĕ çулсене аса илсе, халал хутне çыртарма Чăваш Сурăм ял тăрăхне кайрăм. «Пире ку ĕçе пурнăçлама хушмаççĕ», — терĕç специалистсем. Манăн вара районти нотариус патне кайма тиврĕ. Пирĕн ялтан Элĕке каймашкăн ятарласа автобус рейсĕ çук. Шупашкартан район центрне çÿрекенскер тунтикунпа кĕçнерникун ирхине 7 сехетре яла кĕрсе çынсене лартса тухса каять.
Пĕр тунтикун эпĕ те района нотариус патне ирхи автобуспа ларса кайрăм. 8 сехете унăн пÿлĕмĕ умне çитсе тăтăм. Унти ĕçченсем 9 сехетре ĕçе пуçăннине пĕлтĕм. Хăй вара — 14 сехетре çеç. Çитменнине, Шупашкарта пурăннă май вăл ĕçе çур сехет юлса çитет. Хутсене секретаре парса хăвартăм.
Ун патне иккĕмĕш хут кайсан сала тăрăх çÿресе вăхăта ирттертĕм. Пĕтĕмпе 7 сехет çухатрăм. Виççĕмĕшĕнче вара — 8 сехет. «Кĕтнĕ чух вăхăт вăкăр уттипе иртет», — теççĕ. Ĕçе аран-аран вĕçлерĕм.
Район учрежденийĕсенче тăрăшакансем ĕç вĕçлесе киле кайма хатĕрленеççĕ. Нотариусăн ĕç кунĕ пуçланать кăна. Çакнашкал ĕç кунĕ хулара е район центрĕнче пурăнакансене тивĕçтерет. Ялта пурăнакана вара — çук. Ман шутпа, нотариусăн ĕç вăхăчĕ ял çыннине тивĕçтермелле. Инçетри ялсенче пурăнакансен унта епле кайса çÿремелле? Çакна шута илесчĕ. Малалла вулас...
Вениамин АРХИПОВ? Элĕк районĕ, Мартынкасси ялĕ.