Килти хуçалăхри йăлари хытă каяша пуçтарса тирпейлесси пирки юлашки вăхăтра нумай калаçаççĕ, çыраççĕ, тавлашаççĕ. Совет самани вăхăтĕнче ку ыйтăва епле татса пани пирки никам та аса илмест.
Эпĕ ялта пурăнатăп. Çамрăк мар ĕнтĕ, 75 çул тултартăм. Пĕччен пурăннăран час-часах кÿршĕсемпе хутшăнма тивет. Анчах хальхи вăхăтра пускилсем те тĕрлĕрен пулаççĕ. А.П. Гайдарăн «Тимурпа унăн команди» произведенири сăнарсене аса илтереççĕ вĕсем. Ырă кăмăллă Тимур та, пурне те сăтăр тума хăтланакан Квакин та пур вĕсен йышĕнче. Çынсене тепле ырă тума хăтлансан та вĕсен кăмăлне тивĕçтерме йывăр.
Сулахай хулпуççийĕ урлă сумка çакнă хĕрарăм Первомайски урамĕпе хăвăрттăн яра-яра пусать. Кунта 16 киле яхăн, анчах çурринче çеç мăрьерен тĕтĕм йăсăрланать…
Роза Трофимова почтальонка хаçат тусĕсем патне васкать. Чăн малтанах Анатолий Прокопьевăн урам урлă вырнаçнă кирпĕч çуртне кĕрсе тухать. Калинккене çепĕççĕн уçать.
— Сывлăх сунатăп, Анатолий Данилович. Вăй патăр, Мальвина Петровна, — тет вăл. — Паян «Хресчен сасси» те пур…
Хисеплĕ хаçатăмăр! Сирĕн пата Пучинке ялĕнчен чун ыратнипе çыратпăр. Ялта хуçалăхăн пăру вити пур. Унти çамрăк выльăхсем выçăпа вилеççĕ. Çав хушăрах фермăра ĕçлекенсем ирĕн-каçăн килĕсене сĕт йăтаççĕ. Ертÿçĕ çакна пĕлет, анчах курмăш тăвать. Мĕншĕн тесен лешсем ĕçрен каяссипе хăратаççĕ. Пĕр доярка кунне 90 л сĕт вăрласан пăрусен мĕнпе ÿсмелле?