Комментари хушас

Сулахай хулпуççийĕ урлă сумка çакнă хĕрарăм Первомайски урамĕпе хăвăрттăн яра-яра пусать. Кунта 16 киле яхăн, анчах çурринче çеç мăрьерен тĕтĕм йăсăрланать…

Роза Трофимова почтальонка хаçат тусĕсем патне васкать. Чăн малтанах Анатолий Прокопьевăн урам урлă вырнаçнă кирпĕч çуртне кĕрсе тухать. Калинккене çепĕççĕн уçать.

— Сывлăх сунатăп, Анатолий Данилович. Вăй патăр, Мальвина Петровна, — тет вăл. — Паян «Хресчен сасси» те пур…

Татуллă пурăнаççĕ Прокопьевсем. Икĕ ывăлĕ те ялта, çемьеллĕ. Мăнукĕсем куç тулли.

Кил хуçи, тăрăшсах ĕнине апатлантараканскер, сывлăш çавăрмалла хаçат пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ:

— Хаçата юратсах вулатпăр. Уйрăмах «Кил» страница килĕшет. Мăшăр та кăмăллать ăна. Кирлĕ сĕнÿсемпе кил-тĕрĕшре усă курать. «Вулакансем çыраççĕ» кăларăм та кăсăклă.

Сăмах май, Анатолий Прокопьев тивĕçлĕ канăва тухиччен Ленин ячĕллĕ колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Вăл — ĕç ветеранĕ. Çавăн пекех юрăпа ташша та ăста. «Матьшу пусси» вырăнти халăх юррине юратсах шăрантарать.

Георгий ТУСЛИ. Красноармейски районĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.