Сăмаха пĕлсе калаçмалла

Йăлари хытă каяша пухса тирпейлесси, турттарса каясси пирки ялсенче хĕрÿ калаçу пырать. Ара, аслă ăрури çынсенчен, тин çуралнă пепкесенчен çÿп-çапшăн укçа мĕншĕн пухмалла-ши? Çакă çиес çăкăра алăран туртса илнĕнех туйăнать.

1953 çулта 15-рех хам ирĕкпе ФЗОна пĕлÿ илме кайрăм. Каменщика вĕрентĕм, 30-35 градус сивĕ-ре 4-5 хутлă çуртсем купалаттăмăр. Общежити пÿлĕмĕнче улттăн пурăнаттăмăр. Пирвайхи аванса, 200 тенке, картла выляма вĕрентетпĕр тесе ирĕксĕрех туртса илчĕç. Виçĕ кун ĕçе выçă кайрăм. Хайхискерсенчен пĕрин салтака кайма ят тухсан виççĕшĕ эрех ĕçсе вилчĕç.
Ĕçленĕ вăхăтрах каçхи курса вĕренме çÿреттĕм. Çĕр айĕнче ĕçлекен электрик профессине алла илтĕм. Шахтăна дежурнăй электрик пулăшуçи пулса ĕçе вырнаçрăм. Питĕ йывăрччĕ, ытларах çĕрлехи смена. Çапах та нăйкăшман, тÿснĕ.
Кăштах укçа пуçтарсан пĕррехинче юлташăн костюмне тăхăнса лавккана кайрăм. Кĕсьере — 150 тенкĕ. Хам валли костюм илме шут тытнăччĕ. Черетре тăнă чух вăрă ман укçана кĕсьерен кăларса илме те ĕлкĕрнĕ. Чутах кăшкăрса йĕрсе яраттăм. Мĕнле чăтрăм-ши?
Эпир, вăрçă ачисем, выçлăха та, сивве те тÿссе ирттернĕ. Хаяр вăрçă хыççăн ялсемпе хуласене çĕклеме пулăшнă. Акă халĕ ватлăхра кăштах канлĕрех пурăнас чухне темĕн те шухăшласа тупаççĕ. Ялта çÿп-çап пухăнсан юрĕ-ха. Ун чухлĕ каяш ăçтан тупмалла пирĕн?
Вăрçă ачисем те нумаях юлмарĕç. Çулсем иртнĕçемĕн ку тĕнчерен çухалсах пыратпăр. Патăрьел районĕнчи Упамса ялĕнче 1937 çулта 54 ача кун çути курнă. Çак йышран 3-4-ăн кăна юлтăмăр, вырăнпа выртаканни те пур.
Мана çавăн пекех вăрçă паттăрĕсене вырăна хуманни тарăхтарать. Вĕсене преступникпа тан хаклаççĕ. Акă пĕррехинче телевизорпа ятарлă кăларăм курма тиврĕ. Унта пĕр хĕрарăмран Зоя Космодемьянская пирки ыйтрĕç. Вăл вара ăна: «Преступница, — терĕ. — Çĕрлесерен çуртсене вут чĕртсе çÿренине пăхмасăр палăк лартнă-ха ăна».
Пурнăçра ăссăр çак хĕрарăм пек пулас марччĕ. Пулни-иртнине ăнланмасăр çăвар уçмалла мар. Сăмаха пĕлсе калаçмалла. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Александр ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел районĕ, Патăрьел ялĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.