Ырă çынсен ытамĕнче

25 Нарăс, 2020

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Галина Кузнецова хăйĕн юбилейне куракансемпе пĕрле паллă тума хатĕрленетчĕ. Хăнасем пухăнма пуçличчен ăна хамăрăн тĕпеле чĕнтĕмĕр.
«Эпĕ маларах та, каярах та мар, шăпах 1960 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче çуралнишĕн шăпана тав тăватăп. Урăх вăхăтра çут тĕнчене килнĕ пулсассăн Мускаври М.Щепкин ячĕллĕ театр аслă училищинче /институтра/ пĕлÿ пухайман, унти сумлă педагогсен хăвачĕпе хĕмленеймен пулăттăм.
Çĕршывăн тĕп хулинче вĕреннĕ çулсем — чи телейлисем. Педагогсен кашни сăмахне ăша хывма тăрăшнă. Вĕсенчен нумайăшĕ пирĕнтен уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Халĕ те ĕçлекеннисемпе тĕл пулсан чи çывăх тăвана курнăнах туйăнать.
Студент билечĕпе çĕршывăн тĕп хулинчи театрсене кĕртетчĕç. Вырăн çитмесен пусма картлашки çине хаçат сарса лараттăмăр. «История лошади» спектакль чуна хускатни асра. Çын лаша куçĕпе тавралăха сăнани-курни тĕлĕнтернĕччĕ. Артист чĕр чунăн шалти тĕнчине — çав вăхăтрах йĕнине те — кăтартни тыткăнланăччĕ», — калаçу пуçларĕ Галина Юлиановна.

Ашшĕ купăс каланă, амăшĕ юрланă

— Эсир Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеçре кун çути курнă. Çак тăрăха чăвашлăх утравĕ теççĕ. Çуралнă кĕтес, ахăртнех, пуласлăха витĕм кÿнĕ.
— Пĕчĕк чухне хĕрачана артист ĕçĕ илĕртет. Манăн ĕмĕтĕм çитрĕ. Унччен вара нумай тумхах урлă каçма тиврĕ.
Атте Юлиан Федотович купăс калатчĕ. Ача чухне пирĕн пÿрт çунчĕ. Ун чухне çывăх çыннăм ытти япалана кăларма пуçличчен купăс шырама пикеннĕ. Анне Елизавета Андреевна кĕвĕ илемне туйса юрлатчĕ. Вĕсен ăсталăхĕ мана та куçнă.
Шкулта вĕреннĕ вăхăтра пур спектакле те хутшăннă, концертра юрласа ташланă. Класс ертÿçи Роза Петрова пире туслă пулма хăнăхтарнă. Пĕррехинче вăл пулăшнипе Çĕнĕ çул уявĕ валли пингвин çи-пуçне çĕленĕччĕ. Çак сăнарпа конкурссене хутшăннă. Пингвина çаврăнса шăрантарнă юрă сăмахĕсене халĕ те манман.
Роза Сергеевнăпа çыхăну тытатпăр. Вăл хăйĕн вĕренекенĕсене малтанхи пекех хавхалантарать.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче утă çулма килĕшетчĕ. Аслăрах çулти хĕрарăмсем шап-шурă кĕпе тăхăнса, тĕрĕллĕ тутăр çыхса тухатчĕç. Чăнах, тавралăхĕ те, вăхăчĕ те çав тери хитреччĕ. Халĕ те утă çулма манман. Çак енĕпе ăмăрту йĕркелес пулсассăн-и? Малтисен йышĕнче пуласса иккĕленместĕп.
Пирĕн ялта шутсăр ырă çынсем пурăнаççĕ. Вĕсен сăн-пичĕ савăнăçпа çуталнине курни çунатлантарать.
Сăмах май, 8 класс хыççăн Чулхулари театр училищине кайса пăхрăм. Эпĕ, ял хĕрачи, инçе çула тухма хăраман вĕт. Икĕ тур витĕр тухсан пуканеçĕсен пайне илесси çинчен каларĕç. Çакăнпа килĕшмесĕр каялла таврăнтăм. Апла пулин те артист пулас ĕмĕт çухалмарĕ.
35 çултах кинемее вылянă
Çапах Мускава мĕнле майпа çитсе тухнă-ха?
— 10 класс хыççăн ытти нумай çамрăк пекех Шупашкарти пир-авăр комбинатне вырнаçрăм. Мана та пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерчĕç.
Ĕçленĕ вăхăтрах Хусанкай керменĕнчи Нина Панина ертсе пыракан халăх театрне çÿреме пуçларăм. Пĕррехинче Нина Трифоновна Мускава артиста вĕренме илсе кайни çинчен пĕлтерÿ кăтартрĕ. Çакăнтан маншăн çĕнĕ тапхăр пуçланчĕ.
Вĕренме кĕрес шухăшлисем питĕ нумаййăнччĕ. Вĕсем хăйсене хăюллă тытатчĕç. Эпĕ вара вăтанчăк, сăпайлă пулнă. Çакă пурнăçра кансĕрлет. Анчах çав вăхăтра хамăн пултарулăха кăтартас туртăм вăйлăрах пулчĕ.
Экзамена мĕнешкел хитре хĕрсем килнĕччĕ. Вĕсенчен аван марланса куçа тартаттăм. Кайран пăхатăп та — çав чиперккесене вĕренме илмен.
Апла тăк артист ĕçĕнче сăн-пит мар, шалти хăват малти вырăнта пулнине ун чухнех ăнласа илнĕ?
— Паллах, çынна сăнне пăхса кĕтсе илеççĕ, пултарулăхне курса хак параççĕ.
Эсир Мускавра, тĕслĕхрен, «мамаша Кураж» сăнарĕпе сцена çине тухнă. Шупашкара таврăнсан пултарулăх мĕнле аталанса пычĕ?
— Диплом 4 спектаклĕнче те пысăк сăнар калăпланă. К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне ĕçе вырнаçсан вара хама тивĕçлĕ шайра кăтартайман пек туйăнать. Ун чухне хăюлăх таçта шала пытанчĕ. Сăлтавĕ те пулнă. Вăл çемьепе çыхăннă. Килте пулăшса-ăнланса пыракан пулни — хăех телей. Манăн унашкал пулмарĕ. Çемьери лару- тăру улшăнсан хама алла илтĕм.
Хăш-пĕр спектакльти пĕр-пĕр рольте хама кураттăм. Вĕсене вара урăх артистсем вылятчĕç. Эпĕ спектакль пăхнă вăхăтра çав сăнарăн пурнăçне чун витĕр кăлараттăм.
Трагедиллĕ сăнарсене калăплас килет. Тепĕр тесен, артистшăн килĕшмен роль çук. «Укçа чул кастарать» спектакльти /А.Пăртта/ Лиля, тĕслĕхрен, çăткăн акулăна аса илтерет. Тепĕр тесен, вăл çемьешĕн тăрăшать. Ку сăнара пурнăçран илнĕ. Çав вăхăтрах тĕнче укçа çинче тытăнса тăмасть-çке. Çыннăн чыслă пурăнмалла.
Кинемей ролĕсене ир выляма пуçларăм. 35 çултах ватă çын сăнарĕпе сцена çине тухрăм. Анчах çакăншăн пĕрре те ÿпкелешместĕп.
Артистăн тавралăха витĕр курма хăнăхмалла. Çакăн çинчен Мускаври педагогсем аса илтерсех тăратчĕç. Акă çывăхра пурăнакан пĕр хĕрарăм «Килех килчĕ Тур çырни» камитри /А.Пăртта/ Санюк аппана выляма пулăшрĕ. Ăна, çурмалла кукăрăлнăскерне, патак тытса утаканскерне, подъездран тухсанах куртăм. Репетицире шăпах ăна евĕрлерĕм. Кулни те, утни те пурнăçри пекех пулса тухрĕ. Вăл чунĕпе ырă, мăнукне авлантарассишĕн тăрăшать. Кайран пулас кинĕ килех килет.
«Ялта пулман пăтăрмах» камитре /А.Попов/ вара манăн сăнар Агния Васильевна ывăлне мăшăрлантарассишĕн ăшталанать. Кунти лару-тăру та паянхи вăхăта сăнлать.

Психолога вĕреннĕ

Эсир икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсем амăшĕн çулне суйлас темен-и?
— Иннăпа Мария çунат сарса тăван килтен вĕçсе тухрĕç. Аслă хĕрĕн ывăлĕ Богдан кăçал шкула кайма хатĕрленет. Амăшĕпе иккĕшĕ кĕнеке вулама юратаççĕ. Мăнук кашни утăма виçсе тăвать. Кăçал ăна Çĕнĕ çул тĕлне хатĕрленĕ юмах курма театра чĕнтĕм. Вĕсем çав вăхăтра Джек Лондонăн «Белый Клык» повеçне вуласа тухнă иккен. Унти ĕç-пуç пĕчĕкскерне шухăша янă. «Çав йытă манăн чунра ытларах пурăнтăр. Çавăнпах повеçпе юмах сăнарĕсене хутăштарас килмест», — терĕ. Килмерĕ вĕт.
Мăшăрăм 2005 çулта çĕре кĕчĕ. Йывăрлăха тÿссе ирттерни ăсталăх пухмачне чуна çирĕплетекен урăх туйăмпа тултарчĕ. Ытла канлĕ пурăнсан сăнар тума йывăртарах. Турă йывăрлăх ярать те чăтса ирттерме вăй парать теççĕ. Çакна хамăн тĕслĕхпе çирĕплететĕп.
Артистсен ачисем театртах çитĕнеççĕ. Иннăпа Мария та ман пата ĕçе килсех çÿренĕ.
Ачасене амăшĕ гастроле нумай вăхăтлăха тухса кайни килĕшместчĕ. Çавăнпах çак ĕç илĕртмен вĕсене.
Артист ĕçĕ ташласа юрлани кăна мар-çке. Тĕрĕссипе, театртан пăрахса каяс шухăш та пулнă. Сцена çине тухсан куракан куççуль витĕр алă çупнине куратăн та — вăй-хăват таçтан тупăнать.
Артиста хурçă пек çирĕп сывлăх кирлĕ, унсăрăн сăнар калăплама çук. Пĕтĕмĕшле илсен эпир театрта туслă пурăнатпăр, яланах пĕр-пĕрне пулăшатпăр.
— Çапах эсир артиста вĕреннипе çырлахман...
— Пĕлтĕр психолога вĕренни çинчен диплом илтĕм. Çакă хамăн чуна тĕпчеме, ачасемпе, мăнукпа çывăхрах пулма, сăнар калăплама пулăшать.
Çулсем иртеççĕ пулсассăн та малалла ĕçлес килет. Кĕнекесемпе интересленетĕп. Шкул программине кĕртнисене тепĕр хут вуларăм. Хальхи ăспа çав кĕнекесенче çĕнĕ тĕнче уçăлать. Çакă, чи малтанах, тавра курăма аталантарать. Телевизор пăхма пăрахрăм. Вăл манăн пушă вăхăта кăна вăрлать.
Хăйсем çине алă хуракан çынсене ăнланаймастăп. Вĕсем йĕри-таврари илемпе киленме пĕлменни, йывăрлăхран çул тупма пултарайманни тĕлĕнтерет. Çынна кичем пулать-и вара?
Чун киленĕçĕ тавра пуçланă сăмаха малалла тăсас килет. Урăх мĕнле ĕç кăмăла тултарать?
— Инна çи-пуç дизайнерне вĕренчĕ. Вăл ал ĕçĕпе аппаланма юратать. Мана та тĕрлеме, çĕлеме килĕшет. «Çак туртăм мана санран куçрĕ», — тет хĕрĕм хăпартлантарса.
Атăл хĕрринче уçăлса çÿрени, çут çанталăкпа çывăх пулни вăй парать. Эпĕ йывăçсемпе калаçнине курсан кулакан та пур. Богданпа иксĕмĕр урамри чăрăшсене сывлăх сунса иртетпĕр. Вĕсем куç умĕнчех çитĕнеççĕ.
Сăнатăп та, ырă туни каялла таврăнать. Пĕр-пĕр ĕçе пуçăнсан пĕтĕм тĕнче пулăшнăнах туйăнать. Чăнах, пирĕн пурнăçра кашни вак-тĕвек пĕлтерĕшлĕ. Пĕрре кайăксене сысна тирĕпе хăналарăм. Çав кун кирлĕ çĕре вăхăтра çитерес тесе троллейбус та хытăрах çÿрерĕ пек. «Тавах, Çÿлти хăват, пулăшса пынăшăн», — тетĕп ăшра. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.