Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илтĕмĕр
«Хыпар» хаçат вулаканĕсене сĕнекен çак сăнÿкерчĕке 70 çул каялла, 1944 çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче тунă. Ун чухне пирĕн салтаксем Румыни çĕрĕ çине ура ярса пуснăччĕ ĕнтĕ. Асăннă çĕршывăн тĕп хулине - Бухареста - тăшманран тасатассишĕн пуçланакан хĕрÿ çапăçусене хатĕрленеттĕмĕр. Мĕн тери тертлĕ те кăткăс тапхăра тÿссе ирттерме тивмерĕ-ши ку сăнÿкерчĕкре сăнланнă виçĕ çамрăка? Тавах Турра, кашни хутĕнчех вилĕм пăрăнса иртрĕ пирĕнтен.