Авланнă-тăк, пурăнатчĕ-и, тен...

28 Ака, 2015

Шупашкарти Энтузиастсен урамĕнчи нумай хутлă çуртсенчен пĕринче çитмĕлелле çывхаракан Владимир Ильин пурăнатчĕ. Революци çулпуçĕпе пĕр ятлă пулнăран сăмсине каçăртатчĕ. Арăмĕ çĕре вăхăтсăр кĕнĕрен килĕнче апат янтăлакан çукчĕ. Вăтăрсенчи ывăлĕ хваттере пули-пулми çынна кĕртместчĕ: «хăнасем» хыççăн сĕтел çинче пушă савăт ларса юлни тахçанах йăлăхтарнă ăна.

Володьăн япшар чĕлхи кирек кам кăмăлне те çавăрма пултаратчĕ, пурте ăна çăвар карсах итлетчĕç. Мăшăра эпĕ ятран чĕнеттĕм, вăл ăна - ашшĕ ячĕпе.

Пĕррехинче çакскере тăван яла - Шупашкар районĕнчи Хачăка - илсе кайрăм. Пирĕн телее, урамра туй сикетчĕ, Муркаш районĕнчен хĕр илсе килнĕ иккен. Çавна май паллани-палламанни пайтах тĕл пулчĕ. Туйра пурне те эрех-сăрапа хăналаççĕ. Ильина та ĕçме сĕнчĕç. «Эсир каччăн е хĕрĕн тăванĕ-пĕлĕшĕ-и?» - пĕлесшĕн пулчĕ туй арăмĕсенчен пĕри. «Иккĕшĕн енчен те», - çухалса каймарĕ çакскер. Тепĕртакран тусăма куçран вĕçертрĕм. «Кĕрекенех кĕртсе лартрĕç пулĕ», - текелесе ял вĕçĕнчи çуртăм еннелле уттартăм.

Ирхине шыв ăсмашкăн пусă патне тухрăм. Пăхатăп, Володя юрă ĕнĕрлесе таврăнать. «Сирĕн яла çак çулпа килтĕмĕр пулас», - терĕ те анасла-анасла туй мыскарисене калама пикенчĕ. Урамра икĕ пĕрене хушшинче çывăрнă иккен вăл, ирхине кĕтĕве хăвалакан ĕнесем мĕкĕрнипе вăраннă. Ăна каллех туй сĕтелĕ хушшине лартнă. «Тахăшĕ çакна вăйпах кĕсьене чиксе ячĕ, - сăмахларĕ вăл çур литр кĕленче сăмакун тыттарнă май. - Мухмăр чĕртер. Тĕрĕссипе, хамран 7-8 çул кĕçĕнрех пĕччен хĕрарăма куç хывнăччĕ. Тепрехинче çывăхрах паллашăп-ха».

Хулана 105-мĕш автобуспа таврăнтăмăр. «Черетлĕ туй пулас-тăк мана та чĕн-ха. Сирĕн ялта пурне те лайăх сăйлаççĕ. Паллакан хĕрарăм та пур унта», - сывпуллашнă май аса илтерчĕ мана.

Хачăка тек пыраймарĕ çав, ют хĕрарăмпа юнашар выртма ĕмĕтленни те кăлăхах пулчĕ. Чараксăр пырне пула Карачура масарĕнче ĕмĕрлĕх канăç тупрĕ. Енчен те пирĕн ял кĕрÿшĕ пулса тăнă-тăк - паян та йĕркеллех çÿретчĕ пуль.

 

Александр МОКИН.

Шупашкар районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.