Комментари хушас

27 Ака, 2015

"Капкан" журналăн 8-мĕш кăларăмĕ кун çути курчĕ.

Хуплашкан 1-мĕш страницине С. Мусаевăн «Оптимизаци хыççăн...» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страница вĕрентÿ тытăмне халалланă. Унта "Бурдомоден" юморескăпа «Çĕнĕ меслет» ÿкерчĕк вырăн тупнă. Тема тăсăмне "Аслине кура кĕçĕнни" рубрикăра тупма пулать.

"Саккун сакки" рубрикăри суд материалĕсем вулаканшăн кăсăклă пласса шанатпăр. Кăларăмра Р.Репинăн - "Качака такине пула", Л. Саринен "Çамрăк арăм" кулăшла калавĕсем çапăннă.

"Савăнма сăлтав кирлĕ", "Кăмăл турамĕ", "Ан та кала" рубрикăсенче интереслĕ материалсем чылай.

Çавăн пекех журналта Николай Янгерпа Николай Теветкел сăввисене вырăн панă. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.