- Чăвашла верси
- Русская версия
Манахсен вăрттăнлăхĕ
Тибет мăнастирĕнчи манахсене шăпах гормон гимнастики ĕмĕре тепĕр 25 çул тăсма, чир-чĕре çĕнтерме, лайăх туйма пулăшнă. Ăна валли 5 минут çеç кирлĕ. Хусканусене вырăн çинчех, ирхи 6 сехетчен тусан лайăхрах. Çапла вара ирхине вăраннă хыççăн ура çине тăриччен:
1. Алла вĕриленсе кайиччен темиçе çеккунт сăтăрмалла. Çакă биоуй хăватне пĕлме май парать. Енчен те алă тупанĕ типĕ те вĕри тĕк - сирĕн энергетика лайăх, çапах та асăрханăр - ăна усал сунакан çын аркатма пултарĕ. Лайăх сăтăрсан та алă тупанĕ ăшăнманни сывлăх хавшанине пĕлтерет. Пурпĕрех çак хусканăва тума чарăнмалла мар. Вăл чир-чĕре парăнтарма пулăшĕ.
2. Пальминг. Вĕри ал тупанне куç хупанки çине хумалла. Куçа кашни çеккунтра пĕр хут пусмалла. Çак хусканăва 30 хут туни çителĕклĕ. Унтан ал тупанне куç çинче 30 çеккунт тытмалла. Куç çивĕчлĕхĕ чакнă пулсан ал тупанне 2 минут таранчченех илмелле мар. Вăхăт иртнĕçемĕн куç лайăхрах курма пуçлĕ, çÿç тĕсĕ йĕркеленĕ.
3. Хăлхана силлени. Пÿрнесене ĕнсе çине хумалла, ал тупанĕпе хăлхана пусса силлемелле. Кашни çеккунтра пĕрер 30 хутчен тумалла. Хăлхара шăв-шав илтĕнме пуçласан та чарăнмалла мар, хусканăва çемçереххĕн кăна пурнăçламалла. Вăхăт иртнĕçемĕн шала кайнă чир те иртĕ, хăлха лайăхрах илтме пуçлĕ. Йывăр чире парăнтарма вара 1-2 çул кирлĕ.
4. Пите туртăнтарни. Пуç пÿрнине хăлха çине хумалла, чăмăрпа пите янахран пуçласа хăлха патнелле туртăнтармалла, çавна май ÿте хытах пусмалла. Хусканăва 30 хут пурнăçламалла. Çакăн хыççăн пите юн пынине туйса илĕр, тар та тухĕ.
5. Çамка массажĕ. Ал тупанĕпе /сылтăмми - аялта, сулахайĕ - çÿлте/ пĕр тăнлавран теприн патне сăтăрмалла. Çамкана алăпа перĕнмесен те юрать, питрен темиçе сантиметрта хускану туни те усăллă. Енчен те çамка çинчи пĕркеленчĕксенчен хăтăлас тесен ÿте сĕртĕнмех тивет. 30 çеккунтра 30 хускану тума ĕлкĕрмелле.
6. Лĕпке массажĕ. Сирĕн алă пуç çийĕн "вĕçет". Мăй айне валик е чĕркенĕ минтер хумалла. Алла çавракалатса тытмалла: сылтăмми - аялта, сулахайĕ - çÿлте. Пуç çийĕн темиçе сантиметрта çамкаран ĕнсе патнелле туртăнмалла /30 хутчен/. Ку хускану юн пусăмĕ вылякансемшĕн усăллă. Юн пусăмĕ йĕркеленнисĕр пуçне хулпуççи сыппи лайăхрах ĕçлеме пуçлĕ, алă тĕртĕмĕ вăйланĕ, хулпуççи чирĕ иртĕ.
7. Щит евĕрлĕ пар массажĕ. Ик алла /сылтăммине - аялта, сулахайне çÿлте тытмалла/ щит евĕрлĕ пар çине хумалла. Сулахайне кĕлеткерен темиçе сантиметр хăпартса кăвапа патнелле антармалла /30 хутчен/. Юлашкинчен сулахайне темиçе çеккунтлăха сылтăм алă çине хумалла.
8. Хырăм массажĕ. Алла хырăм патнелле шуçтарса антармалла. Сылтăмне аялта, сулахайне çÿлте тытса 30 хутчен çавăрмалла. Массаж хырăмлăх ĕçне йĕркелет, вар хытни иртет.
9. Силленни. Кравать хытах мар тăк урайне выртсан лайăхрах. Ал-урана çÿлелле çĕклемелле, ал-ура тупанне урайпа паралельлĕ тытмалла. Алла ал сыппи тĕлĕнчен, урана чĕркуççи тĕлĕнчен çавăрмалла. Унтан ал-урана силлемелле. Çавна май юн çаврăмĕ лайăхланать, энергетика пĕчĕк каналĕсем тасалаççĕ. 30 таран шутламалла, май пулсан хусканăва ытларах та тума юрать.
10. Ура тупанне сăтăрни. Ура тупан массажне ларса тумалла. Тÿрех иккĕшне сăтăрма та юрать. Кирек мĕнле çупа усă курма пултаратăр. Ыратакан пăнчăсем тупсан çак вырăна тата хытăрах сăтăрмалла. Ура тупан варрине ытларах массаж тумалла. Юлашкинчен урана çÿлтен аялалла 30 çеккунт сăтăрмалла. Ыратакан алăпа массаж тума йывăр тăк - пĕр урана тепринпе сăтăрни те усăллă.
Тибет гормон гимнастики шалти секреци парĕсен ĕçне йĕркелет, çавна май сывлăха ырă витĕм кÿрет.
Комментари хушас