Çынсен кăмăлне тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ

28 Ака, 2015

Калас сăмахăм - Шупашкарти Трактор тăвакансен проспектĕнче вырнаçнă акционерсен «Эткер» хупă обществин ĕçченĕсем çинчен. Хальхи кăткăс саманара та вĕсем нумай хваттерлĕ çуртсене коммуналлă пулăшупа пахалăхлă тивĕçтереççĕ. Асăннă тăрăхра эпир чĕрĕк ĕмĕре яхăн пурăнатпăр. Çак тапхăрта предприяти ячĕ-шывĕ пĕрре кăна мар улшăнчĕ пулин те коллектив сыхланса юлчĕ. Унта ĕçлекен хастарсем хăйсем пăхса тăракан 37 çуртри 17 пин çынна ăшăра, çутăра усраççĕ.

Малтан эпир Иван Яковлев проспектĕнче пурăнаттăмăр. Çулсем иртнĕ тата йыш хушăннă май хваттер ыйтăвĕ çивĕчленсе пычĕ. «Чăвашстройăн» вĕрентÿ комбинатĕнче вунă çул черетре тăнă хыççăн пурăнмалли лаптăка анлăлатма пултартăмăр: 1991 çулхи апрель уйăхĕнче ордер пачĕç. Уççине илмешкĕн тата пÿлĕмсене кĕрсе курмашкăн профкома кайрăм. Кайран çав çуртрах вырнаçнă слесарьсен пÿлĕмĕнче Владимир Софронов сантехникпа тĕл пултăмăр. Вăл сантехника пайĕсене хатĕрлерĕ те хваттере кайрăмăр. Çав çулсенче уйрăм проектпа çĕкленĕ çуртсем сахал пулнипе хăшпĕр детале улăштарма тивнĕ вĕт. Тепĕр куннех унта пурăнма куçрăмăр.

В.Софроновпа ун хыççăн темиçе хут та курнăçнă, яланах кăмăллăн калаçнă. Каярахпа вăл трактор заводне ĕçлеме куçнă тенине илтнĕччĕ. Чăнах та, тен, çав вăхăтри асар-писер саманара кунашкал утăм туни тĕрĕсех пулнă: арçыннăн çемьене тăрантармалла, ача-пăчана çитĕнтермелле вĕт...

Çулсем иртрĕç, хула капăрланса пычĕ. Пирĕн çемьере те улшăну пулчĕ паллах. Ачасем ÿссе çитрĕç, çемье çавăрчĕç. Хăшĕ-пĕри уйрăлса тухрĕ. Анчах хваттере улăштармарăмăр, халĕ те унта килĕштерсе пурăнатпăр.

Юлашки вăхăтра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕ çинчен нумай калаçаççĕ: хваттершĕн тÿлесси ÿссе кайни, пулăшупа кирлĕ пек тивĕçтерменни канăçсăрлантарать çынсене. Хамăрăн коммуналлă служба ĕçĕ-хĕлĕпе вара эпир кăмăллă - «Эткер» АХО аталану çулĕпе пырать. Çакă чи малтанах В.Павлов ертÿçĕ пуçаруллă пулнипе çыхăннă.

...Нумаях пулмасть В.Софронова тĕл пултăм, вăл «Эткере» таврăнса техникăн 1-мĕш участокĕнче слесарь-сантехникра ĕçлеме тытăннине пĕлсен чăннипех савăнтăм. Ара, унашкал ăста специалист коммуналлă хуçалăх предприятийĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, уншăн хăйĕншĕн те малашлăхлă коллектив - ют мар...

Михаил КАРПОВ, ĕç ветеранĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.