Archive - 10 Нарăс, 2015

10 Нарăс, 2015

«Елчĕк ен» ентешлĕх йышĕ çĕнелчĕ

Пĕр тăрăхра çуралса ÿснĕ, тĕрлĕ вăхăтра тăван енĕнчен тухса кайса республикăн тĕп хулипе Çĕнĕ Шупашкарта е çывăхри сала-поселоксенче тĕпленсе пурăнакансем иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринче ЧР Юридици министерстви çирĕплетнĕ ятарлă уставпа килĕшÿллĕн ентешлĕхсем йĕркелеме пуçларĕç.

10 Нарăс, 2015

Хресченсене ирĕке кăларнă патша

2015 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче II Александр император Раççейре крепостла правăна пăрахăçлани çинчен калакан Указ кăларнăранпа 154 çул çитет. 134 çул каялла вара, мартăн 1-мĕшĕнче, халăхра «Ирĕке кăлараканçă» ята тивĕçнĕ II Александр патшана инкек пырса çапнă - ăна Игнатий Гриневицкий народоволец ирсĕррĕн бомба пăрахса сирпĕтнĕ. Чăваш Республикинчи Виçпÿрт Шăмăршă ялĕ - çак императора асăнса палăк-бюст лартнă /1913/ пĕртен-пĕр ял.

10 Нарăс, 2015

Ачасене юратни çитĕнÿ кÿрет

Ираида Виноградовăн тăван ялĕ - Вырăскас Пикших. Пилĕк ачаллă хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ вăл. Мĕн пĕчĕкрен нимĕнле ĕçрен те ютшăнман. Аппăшĕпе тата пиччĕшĕпе пĕрле танах хушнине пурнăçлама тăрăшнă. Ÿсерехпе хăй те шăллĕпе йăмăкне явăçтарса вĕрентсе пынă.

10 Нарăс, 2015

Пулас инженерсене кам пулăшĕ?

Шупашкарти 55-мĕш шкулта вĕренекен Илья Васильев класра пухнă пĕлĕвне çирĕплетес тата ăсталăхне ÿстерес тĕллевпе çуллахи каникулта республикăн машинăсем тăвас енĕпе çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртекен центрĕнче ĕçленĕ.

10 Нарăс, 2015

Олимпиада чĕртнĕ кăвайт пирĕн чунра хĕмленет

Сочире пирĕн хĕрÿллĕ Хĕллехи Олимпиада пулнăранпа çулталăк çитрĕ. Кăнтăрти хула парнеленĕ уяв халĕ те - пирĕн чунăмăрта, пирĕн асăмăрта. Вăл паянхи кун та çынсене хавхалантарса, вăй парса тăрать. Пирĕн спортсменсем тĕрлĕ ăмăртура 33 медаль çĕнсе илсе пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерчĕç, Раççей планетăри чи вăйлă çĕршыв пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Çак пулăма халалласа канмалли кунсенче пĕтĕм çĕршывĕпе спорт уявĕ кĕрлерĕ. Хĕллехи спортăн кунне Чăваш Енре те сумлăн палăртрĕç.

Pages