Пулас инженерсене кам пулăшĕ?
Шупашкарти 55-мĕш шкулта вĕренекен Илья Васильев класра пухнă пĕлĕвне çирĕплетес тата ăсталăхне ÿстерес тĕллевпе çуллахи каникулта республикăн машинăсем тăвас енĕпе çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртекен центрĕнче ĕçленĕ. Р.Г.Панов ертсе пынă технологи урокĕсенче шкул станокĕсемпе аппаланса паха пĕлÿ пухнă. Çав предприятири станоксене шкул мастерскойĕнчисемпе танлаштараймăн. Вĕсем хăватлăрах, тухăçлăрах. Тата çумра профессионал пулса тăнă мастер-наставник те ытларах.
Р.Пановпа унăн вĕренекенне Ильяна пулăшмаллах, малалла аталанма май туса памаллах. Паллах, вĕсем Раççее чĕртсе тăратмалли юмах шайĕнчи проектсен тата тĕнчери наци идейин никĕсне хывас тĕлĕшпе ĕçлемеççĕ, çын капиталне вăйлатассипе çыхăннă ыйтусене татса памалли уçлăх туса хурассишĕн тăрăшаççĕ.
Илья «Раççей союзмашĕ» Байкалта ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери «Пуласлăх инженерĕсем» форумран таврăннă хыççăн çапла çырнă: «Хальхи вăхăтра Чăваш Енре чăннипех те кирлĕ 12 филолог вырăнне 40 вĕрентсе кăлараççĕ. 40 инженер кирлĕ пулсан - 12-шне çеç хатĕрлеççĕ. Статистика улталамасть. Манăн шухăшпа, «Технологи» предметне шкултах юратма хăнăхтармалла. Промышленноç предприятийĕсен шкулсене оборудованипе, инструментсемпе тата материалсемпе тивĕçтермелле. Кунта ваттисен çак сăмахĕ - мĕн акатăн, çав шăтать - питех те вырăнлă».
Ильян брошюри «Будущее делаем сегодня: изготовление оправок для торцевых фрез на школьном оборудовании» ятлă. Кĕнеке станоксемпе эскизсен тĕслĕхĕсемпе пуянлатнă вĕренÿ пособине аса илтерет.
Предприяти-организаци представителĕсен, пысăк квалификациллĕ ăстасем тата ăнăçлă кадрсем шыраканскерсен, 55-мĕш шкулти Рудольф Геннадьевич Панов преподаватель тата унăн вĕренекенĕ Илья Васильев патне пырса: «Сирĕн пеккисем ытларах пулччăр тесен эпир мĕнпе пулăшма пултаратпăр?» - тесе мĕншĕн ыйтас мар?
Илья тата Рудольф Геннадьевич кĕçĕн классенче технологи урокĕн практика пайне ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Анчах çак тĕслĕх хăйнеевĕр пулăм пек çеç юлма пултарасси шухăшлаттарать. Çак тĕслĕхе шута илме е пĕтĕмлетÿ тума хальлĕхе шкула ятарлă комисси те, нимĕнле делегаци те килмен-ха. Р.Панов хăй тĕллĕн ĕçлет. Унăн ĕç-хĕлĕ çинчен питĕ сахал çын пĕлет. Раççей вара шăпах Р.Пановпа унăн вĕренекенĕсем пек çынсем çинче тытăнса тăрать.
Ирина СЕРГЕЕВА
/«Время» хаçатран. 28.11-11.12.2014 ç./
Комментари хушас