Комментари хушас

10 Нарăс, 2015

Хресченсене ирĕке кăларнă патша

2015 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче II Александр император Раççейре крепостла правăна пăрахăçлани çинчен калакан Указ кăларнăранпа 154 çул çитет. 134 çул каялла вара, мартăн 1-мĕшĕнче, халăхра «Ирĕке кăлараканçă» ята тивĕçнĕ II Александр патшана инкек пырса çапнă - ăна Игнатий Гриневицкий народоволец ирсĕррĕн бомба пăрахса сирпĕтнĕ. Чăваш Республикинчи Виçпÿрт Шăмăршă ялĕ - çак императора асăнса палăк-бюст лартнă /1913/ пĕртен-пĕр ял.

Виçпÿрт Шăмăршă ялĕ Чăваш Республикин историйĕнче хăйне майлă паллă вырăн йышăнать. Ăна Шăмăршăпа, ку чухнехи район центрĕпе, пĕр вăхăталла /тен, унран кăшт маларах та/ 273 çул каялла - 1642 çулта - Кокшайск уесĕнчи Чемăш вулăсĕнчен /халĕ - Мари Эл Республикин территорине кĕрет/ куçса килнĕ çынсем пуçарса янă. Çак яла ыттисенчен уйăрса тăракан пĕр пысăк уйрăмлăх пур - тутар, ирçе тата вырăс ялĕсемпе кÿршĕллĕ пурăнса та кунта пурăнакансем хăйсен вăрăм кунçулĕнче авалхи чăваш тĕнне - çутçанталăк вăйне ĕненнине - сыхласа хăварма пултарнă. Çак ял хĕрĕсене калама çук илемлĕ ятсем панă: Нарспи, Эрнепи, Хĕрпике, Кÿльпинес, Сарпике, Арифе, Ильпинес, Кустини...

Çил арманĕсем тăваттă, кĕрпе арманĕсем виççĕ тан ĕçленĕ кунта. Ялта тимĕрпе ĕçлекен, тĕрĕ тĕрлекен, йывăç касса эрешлекен ăстаçăсем пайтах пулнă. Ваттисем каланă тăрăх - Исмаил Мульдиаровпа Якку Яковлев йывăçран касса çăмăллăнах велосипед ăсталама пултарнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.