Комментари хушас

10 Нарăс, 2015

«Елчĕк ен» ентешлĕх йышĕ çĕнелчĕ

Пĕр тăрăхра çуралса ÿснĕ, тĕрлĕ вăхăтра тăван енĕнчен тухса кайса республикăн тĕп хулипе Çĕнĕ Шупашкарта е çывăхри сала-поселоксенче тĕпленсе пурăнакансем иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринче ЧР Юридици министерстви çирĕплетнĕ ятарлă уставпа килĕшÿллĕн ентешлĕхсем йĕркелеме пуçларĕç.

Çак кунсенче «Елчĕк ен» ентешлĕх чăмăртаннăранпа 20 çул çитрĕ. Ентешлĕхе хăй вăхăтĕнче ЧПУн воспитани проректорĕнче, стоматологи факультечĕн деканĕнче, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ тата ЧНК вице-президенчĕ пулнă О.Н.Викторов пĕр улшăнмасăр нумай çул ертсе пынă. Олег Николаевича пултаруллă ентешĕсене пĕрлештерме, тĕрлĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти ирттерме, çитĕнекен ăрăва воспитани пама Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Геннадий Волков, Борис Борленпа Василий Эктел çыравçăсем, Зинон Волков врач, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Албутов, Елчĕк тăрăхĕнчен тухнă ытти паллă çынсем нумай пулăшса пынă. Шел те, вĕсенчен чылайăшĕ пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕç.

«Елчĕк ен» 20 çул тултарнă ятпа елчĕксен тăванлăхĕн ĕç-хĕлне йĕркелесе пыракан канашĕн ларăвĕ иртрĕ.

Хальхи ларура делегатсем «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн çĕнĕ канашне 33 çынна кĕртрĕç. Çĕнĕ йышра: пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн тата ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Сапожников, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Вороновăпа чăваш наци кĕрешĕвĕн республика федерацийĕн ертÿçи Виталий Васильев, çавăн пекех ЧР халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров, тава тивĕçлĕ артисчĕ Мария Горшкова, РФ спорчĕн мастерĕсем Алексей Лапшинпа Юрий Карпов, ют чĕлхесен /эсперанто/ шкулĕн коммерци директорĕ Александр Блинов, Владимир Меметов, Николай Баранов, Петр Албутов предпринимательсем, Раççей Çарĕн саппасри полковникĕсем Виталий Ильинпа Борис Павлов, Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланă воинсен республикăри «Доблесть» обществăлла организацийĕн ертÿçи Владимир Яковлев, Елчĕк ен мухтанма тивĕç педагогсемпе ăсчахсем, юрăçсемпе литераторсем тата ытти хастарсем. «Елчĕк ен» ООО ертÿçи пулма Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулпа Мускаври юридици институтĕнче пĕлÿ илнĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарти «Лидер» строительство фирмăна ертсе пыракан 37 çулти Алексей Юрьевич Лапшина суйларĕç.

Петр СИДОРОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.