«Сăваплă вутпала пурнаттăм...»
«Шăнкăрав курăкĕ» юрра пĕлмен чăваш çуках. Миçе ăру юратса шăрантарнă ăна. Хальхи çамрăксем те кăмăллаççĕ. Юратнă юррăн ĕмĕрĕ вăрăм килчĕ. Шел те, унăн авторĕн кун-çулĕ вара кĕске пулчĕ. Вениамин Пехил ?Кондратьев% сăвăç аллă çула çитеймесĕрех çĕре кĕчĕ. Пурăннă пулсан вăл кăçалхи январĕн иккĕмĕшĕнче 60 çул тултаратчĕ.
Вениамин Васильевич 1955 çулта Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çуралнă. Вăл сăмах ытарлăхне ачаранах туйнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем çырнă. Малтанхи хайлавĕсем «Ял пурнăçĕ» тата «Пионер сасси» хаçатсенче кун çути курнă.