Archive - 12 Feb, 2014

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн /ХХПСА/ Шупашкарти филиалĕнче «Раççейĕн глобализаци тапхăрĕнчи тикĕс аталанăвĕн малашлăхĕпе çивĕч ыйтăвĕсем» ăслăлăх-практика конференцийĕ иртнĕ.

Шупашкар районĕн прокуратури Н.Павлова тата А.Данилова Ишлейри «Ишлейский» ЖКХ УК» ОООра ĕçлев саккунĕсене пăсни çинчен пĕлтернине тĕрĕслерĕ, çитменлĕхсене тупса палăртрĕ.

Тĕрĕслев çирĕплетнĕ тăрăх - Н.Павлова çак управляющи компанире 2012 çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕнчен тытăнса ĕçленĕ. Пĕлтĕрхи раштав пуçламăшĕнче хăйĕн ирĕкĕпе ĕçрен кайнă. Анчах ĕç укçи тĕлĕшпе унпа ĕçленĕ юлашки кун туллин татăлман. Кăçалхи кăрлачăн 9-мĕшĕ тĕлне те парăм пулнă.

Pages