Чăптаçăсене манмастпăр
Ĕлĕк ялти пур ĕçе те ал вĕççĕн тунине пурте пĕлеççĕ. Эпĕ Шупашкар районĕнчи Сарапакасси ял тăрăхĕнче чăпта çапнипе кăсăклантăм.
Ку ĕçе ачасене пĕчĕкренех явăçтарнă. «Шоркка ялĕнче чăпта çапакансен эртелĕ 1917-1920 çулсенчех пулнă, - терĕ 1932 çулта çуралнă Валентин Александров. - Ăна Александр Степанов ертсе пынă. Ĕç мелне алла илме Фадей Виноградов пулăшнă. Нина Романова бухгалтерта, Елена Егорова кассирта вăй хунă. Мефодий Егоров водитель ЗИС-5 автомашинăпа чăпта, кулек турттарнă».
Чăпта çапмалли тĕп чĕр тавар - курăс. Малтан вăрмантан çăка хуппи кÿреççĕ, ăна ислентерме шыва пăрахаççĕ, виçĕ уйăх таран вырттараççĕ, пушăт сийĕн-сийĕн сĕвĕнсен çырана кăларса типĕтеççĕ. Çăка хуйăрне уйăраççĕ, кулек валли курăс чĕреççĕ. Унăн тăршшĕ тĕрлĕрен. Ĕç тухăçлăхне ÿстерессишĕн вăрăмрах чĕрме тăрăшнă. Вăрмана кайса, çăка йывăç касса, хуппине сÿсе, яла кÿрсе вăхăт çухатас мар тесе Йĕпреç районĕнчен, Пушкăртстанран курăс турттарнă. Тепĕр чухне ăна хатĕрлеме ял тăрăхĕнчи 100 яхăн çынна темиçе эрнелĕхе янă.
Ялта пушăт-курăс, чăпта, кулек хумалли виçĕ ампар лартнă. Вĕсен умĕнче çынсем ирех пухăннă. Черет тăрсах курăс илнĕ. Ăна тарасапа виçсе панă. Хăшĕ-пĕри ытларах ĕçлесе илес тесе чăпта çине шыв пĕрĕхтернĕ. Улталама хăтланакана тÿрех асăрхаттарнă. Чăптана тарасапа виçсе йышăннă.
Хальхи çамрăксем станокпа чăпта çапнине курман. Вăл ĕлĕк кашни килтех пулнă. Ăна майлаштарма вăхăт нумай кирлĕ мар. Типĕтнĕ курăса чĕре-чĕре çĕр-çĕр хăю кăларнă. Унăн тăршшĕ е 12 шитлĕ /240 см/, е 6 шитлĕ /120 см/ пулнă. Икĕ чăпта тăрăхне юнашар хурса сыпăнтарнине пирĕн патра «петка» тенĕ. Кулек миххе аса илтернине ветерансем лайăх пĕлеççĕ. Çамрăксем курман. Сарапакасси енчи кулек цилиндр пекрех. Малтан виçĕ пысăк тăрăха, кайран тĕпне йĕпсепе /йывăç йĕппе/ тата курăс хăйăвĕпе сыпăнтарнă. Суту-илÿ организацийĕсем кулеке пулă, шăрпăк, супăнь, çăм, ытти ăпăр-тапăр тултарма туяннă. Вăл сахăр, кĕрпе, çăнăх, тырă валли юрăхлă пулман.
Пирĕн тăрăхра чăптана ашăк та тенĕ. Ахăртнех, алăк çине малтан ик енчен улăм сарса ашăкпа çавăрнăран çапла каланă. Елена Александрова аса илнĕ тăрăх - ачасем ирхине шкула кайиччен 10-шар чăпта тăрăхĕ çапса хăварнă. Уроксем хыççăн каллех ĕçе пикеннĕ. Хĕлле, чăпта хатĕрленĕ уйăхсенче, талăкра 4-5 сехет çеç çывăрнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçиччен яла электричество кĕртмен. Краççын е хăйă çутипе ĕçленĕ. Мăльт-мăльт-мăльт туса тăраканскер хальхи электролампăсемпе танлашайман. Чăпта çапакансен çурма тĕттĕмре ăшталанма тивнĕ. Пĕрисем хăю чĕрнĕ, теприсем кулек тăрăхĕсене сыпăнтарса йĕпселенĕ, пĕри чăпта станокĕпе айланнă. Вун-вун хăйăва вĕт шăллă хĕç витĕр кăларма çивĕч куç кирлĕ пулнă. Çавăнпа станок умне ытларах ачасене лартнă.
Курăс чĕрнĕ чух пÿрте пăрах тухса сывлăшра палкаса тăнă - куçа кĕнĕ, ÿпкене ларнă. Вăл сывлăхшăн сиенлĕ пулнине никам та пăхса тăман. Кашни çемьене кивçен /заем/ илтернĕ, налук тÿлеттернĕ. Укçа хырçăпа татăлма çеç мар, çурт-йĕр çавăрма, тумтир туянма, ытти ĕç тума кирлĕ пулнă. Вăрçă хыççăн 18 çул тултарнă хĕр-упраçран «ача налукĕ» тытнă. Ашшĕ-амăшĕ хĕре пĕве кĕрсенех качча панă.
1947 çулта Шоркка чăптаçисем валли Атăл леш енчен вăрçă çулĕсенче тыткăнрисем /нимĕçсем/ выртса тăнă çурта /40х6 м/ куçарса килсе лартнă. Ăна чăптаçăсен эртелне панă. Унта 1969 çулчченех ĕç вĕресе тăнă. Юлашки чăптаçăсем Руфина Григорьевăпа Мария Михайлова пулнă. Каярахпа çурта пăснă. Никĕсĕ сыхланса юлнă, кунта 20 çул ытла пурнăç шавланине аса илтерет.
Владислав ПЛАТОНОВ
Комментари хушас