Ĕçлев саккунĕсене пăснă

12 Нарăс, 2014

Шупашкар районĕн прокуратури Н.Павлова тата А.Данилова Ишлейри «Ишлейский» ЖКХ УК» ОООра ĕçлев саккунĕсене пăсни çинчен пĕлтернине тĕрĕслерĕ, çитменлĕхсене тупса палăртрĕ.

Тĕрĕслев çирĕплетнĕ тăрăх - Н.Павлова çак управляющи компанире 2012 çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕнчен тытăнса ĕçленĕ. Пĕлтĕрхи раштав пуçламăшĕнче хăйĕн ирĕкĕпе ĕçрен кайнă. Анчах ĕç укçи тĕлĕшпе унпа ĕçленĕ юлашки кун туллин татăлман. Кăçалхи кăрлачăн 9-мĕшĕ тĕлне те парăм пулнă.

А.Данилова кунта 2012 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнчен пуçласа тăрăшнă. Секретарь-делопроизводительте ĕçленĕскер, вăл та пĕлтĕрхи раштавăн 2-мĕшĕнче хăйĕн ирĕкĕпе ĕçрен кайма ыйтса çырнă. Унпа та туллин татăлман.

РФ Ĕçлев кодексĕн 21 статйипе килĕшÿллĕн ĕçлекенĕн вăхăтра тата туллин шалу илмелли право пур. Ĕç укçине вăхăтра тÿлеменни - çынсен ĕçлев правине пăсни. Çапла вара УК гендиректорĕ В.Кудрявцев саккуна пăсни куç кĕрет. Çавна май район прокурорĕ ун тĕлĕшпе административлă правăна пăсни пирки ĕç пуçарчĕ. Ăна тишкерсе В.Кудрявцев айăплине палăртнă, пуçлăха 4 пин тенкĕлĕх штрафланă.


Анатолий ИВАНОВ,

Шупашкар районĕн прокурорĕн çумĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.