Акатуй - Хĕрлĕ лапамра

16 Ака, 2014

Çак кунсенче Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов тата Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен уявне - Акатуйне - хатĕрленсе ирттерес ыйтупа ĕçлекенсемпе тĕл пулнă.

Канашлура уяв концепцине çирĕплетнĕ, режиссерпа постановка ушкăнĕн йышне палăртнă. Ăна Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Вячеслав Оринов ертсе пырĕ. Акатуй ирттерме укçа-тенкĕпе ЧНК та пулăшма шантарнă.

Пĕтĕм чăвашсен халăх уявĕ кăçал - Культура çулталăкĕнче - Шупашкар хулинчи Хĕрлĕ лапамра иртĕ. Тĕп сцена çинче - К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умĕнчи лаптăкра - республикăри тата ытти регионтан килсе çитнĕ коллективсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Акатуй яланхиллех тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» ятлă культурăпа кану паркĕнче уçăлĕ. Ун хыççăн коллективсем Мускав проспекчĕпе утса Шупашкар кÿлмекне çитĕç. Акатуй мероприятийĕсем Хĕрлĕ лапамра Республика кунĕнче - çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче - ирхине 11 сехетрен пуçласа каçхи 18 сехетчен иртĕç.

Рубрика: