Архив - 2015 - Çамрăксен хаçачĕ

октября 22nd

22 Окт, 2015

Пĕр автобус хĕрарăм лартса килме сĕнсен те авланма килĕшмен

Çамрăксем çемье çавăрса ача-пăча çуратса ÿстереççĕ, ватăлнă май мăнукĕсемпе савăнаççĕ... Çапла йăх та, Çĕр çинчи пурнăç та малалла тăсăлать. Хăй вăхăтĕнче ялсем кĕрлесе тăнă пулсан халĕ, шел те, чылай çĕрте ку енĕпе мухтанмалли çук. Хальхинче командировка çулĕ пире Каçал тăрăхне илсе çитерчĕ.

22 Окт, 2015

Чунлă пулса кÿрше пулăшар-и?

Октябрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинче "Чунлă кÿршĕ" акци тĕлĕшпе пресс-конференци иртрĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе участок уполномоченнăйĕсен ĕçĕ-хĕлне йĕркелекен тата çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенисен пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Олег Тевянов, РФ ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн пай пуçлăхĕ Наталия Чапурина, информаципе общество çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Олег Ашнин тата Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ольга Зайцева тĕл пулчĕç.

22 Окт, 2015

Вăрçăран нимĕç машинипе таврăннă Алексей Талвир

Чăваш литературинче манăçми йĕр хăварнă «Пăва çулĕ çинче» повеçĕн авторĕ Алексей ТАЛВИР çуралнă тăрăхра - Патăрьел салинче - пулнă май вăл кун çути курнă çурта упраса хăварнине, унăн çумĕнчех сăмах ăстине асăнса лартнă мăнаçлă палăка курсан ентешĕсем çыравçа хисепленĕшĕн чунран савăнтăм. Ара, Алексей Филиппович тăван халăхшăн тунă пархатарлă ĕçсене урăхла мĕнле хаклайăпăр-ха эпир? Çак тăрăхри пуçлăхсем ăна манманни, ентешĕсем Алексей Талвира ăста çыравçă пек хисеплесе асаилÿсем шăрçалани кăмăла, чăнах та, çĕклерĕ. Хăйĕн хайлавĕсенче ĕç çыннин темине çутатнă сăмах ăсти.

22 Окт, 2015

“Пуç усмасăр малалла утма анне вĕрентрĕ”

Олеся НИКИТИНА - çамрăк юрăç. Вăрнар чиперкки хăйĕн вырăнне юрă тĕнчинче шырать, çутçанталăк панă пултарулăхĕпе усă курса сăвăсем çырать, чуна пырса иленнĕ кĕвĕсене чăваш тĕнчине парнелет. Тата... çул çÿреме кăмăллать.

22 Окт, 2015

Нумай чĕлхе пĕлни çăкăр ыйтмасть

Паянхи ĕç рынокĕ экономистсемпе тата юристсемпе тулни пирки унта та кунта калаçаççĕ, ашшĕ-амăшĕ те шкултан вĕренсе тухакан ывăлĕ-хĕрне çак енĕпе аслă пĕлÿ илме ярасшăнах мар. Специалист çителĕклĕ пулин те экономика аталанăвĕ тĕлĕшпе республикăра та, çĕршывра та, тĕнчере те лару-тăру лăпкă тееймĕн. Финанс кризисне те кашни пилĕк-ултă çултах кĕрсе ÿкетпĕр, долларпа евро ялан вылянаççĕ, тенкĕ йÿнелет...

октября 15th

15 Окт, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 41 (6082) №. 15.10.2015

15 Окт, 2015

“Манăн çăлтăр ерипен пысăкланасса шанатăп”

Аня ЕФРЕМОВА - юлашки 5 çулта чăваш эстрада тÿпинче çуталнă пĕчĕк йăлтăркка çăлтăр. Вăл Шупашкарти 49-мĕш шкулта 9-мĕш класра вĕренет. Чăваш юррине чунтан юратать. Çамрăк пулсан та унăн репертуарĕнче 20 ытла юрă. Ытларахăшĕ - чăвашла. Кунта ашшĕпе амăшĕн тата кукамăшĕн тÿпи пысăк.

15 Окт, 2015

56 çулти Петр Корняков... университета вĕренме кĕнĕ

Шупашкарта пурăнакан Петр Корняков венчет çĕррине тахçанах тăхăннă, мăшăрĕпе пĕр ывăла пурнăç парнелесе çын тунă. Вăл та çемье çавăрнă, мăнуксем парнеленĕ. Петр Васильевич кулленех юратнă ĕçне васкать. Нумаях пулмасть вара 56 çулти арçын алла студент билетне илнĕ.

15 Окт, 2015

Пурнăç çулĕпе пĕр чарăнмасăр - юрăпа

Мускавра пурăнакан Сергей Бреус предпринимательпе ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Маргарита Павлова пуçарнă «Чăваш Ен ахахĕсем» конкурс-фестивале хутшăнса вун-вун пĕчĕк çăлтăр хăйĕн пултарулăхне кăтартма пултарчĕ. 2013 çулта унта Канаш пикисем йĕркеленĕ «Нон-стоп» ушкăн вирхĕнсе кĕчĕ.

15 Окт, 2015

Вăхăт тÿрлетми суран, 54 çул каялла пушарта е çуннисем хÿтлĕх тупайманни çинчен

Аркадий Гаврилов пирĕнпе тĕл пулма иккĕленнĕ: вăл каласа панине пичетлĕç-и, халăх илтĕ-и? Акă мĕн хумхантарчĕ ăна. Чылай çул «Вăрттăнлăхра» грифпа упраннă материалсене уççăнлăх тапхăрĕччен массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатма юраман.

Страницы