Нумай чĕлхе пĕлни çăкăр ыйтмасть

22 Окт, 2015

Паянхи ĕç рынокĕ экономистсемпе тата юристсемпе тулни пирки унта та кунта калаçаççĕ, ашшĕ-амăшĕ те шкултан вĕренсе тухакан ывăлĕ-хĕрне çак енĕпе аслă пĕлÿ илме ярасшăнах мар. Специалист çителĕклĕ пулин те экономика аталанăвĕ тĕлĕшпе республикăра та, çĕршывра та, тĕнчере те лару-тăру лăпкă тееймĕн. Финанс кризисне те кашни пилĕк-ултă çултах кĕрсе ÿкетпĕр, долларпа евро ялан вылянаççĕ, тенкĕ йÿнелет...

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче паянхи саманана кирлĕ специалистсене хатĕрлеççĕ-и? Çак ыйтăва уçăмлатма экономика теорийĕпе çĕршывсен хушшинчи çыхăну кафедрине çитсе куртăм. Преподавательсемпе тата студентсемпе курса калаçрăм.

Кирек мĕнле ĕçри пекех пур экономист та пĕр мар - тарăн пĕлÿллисем, анлă тавракурăмлисем, хăйсен шухăшне палăртса ăна ыттисене ĕнентерме пултараканнисем диплом иличченех хăйсен профессийĕпе ĕç тупаççĕ. Экономика факультечĕ вĕренсе тухнисен пĕр йышĕпе мухтанма та пултарать. Акă, сăмахран, вузăн унчченхи ректорĕн Лев Кураковăн икĕ ывăлĕ те Александрпа Владимир тĕнче экономисчĕн дипломне илнĕ, хальхи ректорăн Андрей Александровăн хĕрĕ Екатерина та кунтах ăс пухнă. Игорь Кустарин вĕренсе тухсанах Германире вăй хунă, халĕ Бостонри консалтинг ушкăнĕнче ĕçлет. Сергей Егоров Раççей Правительствин экономикăпа финанс департаменчĕн финанс рынокне, панкрутлăха тата страхлассине тишкерекен пай пуçлăхĕнче тимлет. Сергей Половинкин АПШра Макдонолдсăн тĕп офисне ĕçе кĕнĕ. Елена Таракачи Турцире чул касакан фабрикăн тилхепине тытса пырать. Пысăк должноç йышăнакансен шутĕнчех - Луиза Григорьева, Вера Краснова, Алексей Палькин, Дмитрий Фомин, Сергей Юхтанов...

- Пирĕн выпускниксем экономика министерствисенче, туса кăларнă тавара чикĕ леш енне ăсатакан организацисенче, бизнес-инкубаторсенче, суту-илÿпе промышленноç палатинче, ют çĕршыври предприятисенче, вĕсен Раççейри филиалĕсенче, коммерци банкĕсенче тата ытти çĕрте вăй хураççĕ, - каласа кăтартрĕ экономика теорийĕпе çĕршывсен хушшинчи çыхăну кафедрин пуçлăхĕ Николай Ефремов.

Специалистсене çĕнĕлле хатĕрленин ырă витĕмĕ пуррине те палăртрĕç кафедра преподавателĕсем. Капла майпа студентсем хăйсене кирлĕ дисциплинăсене тата тĕплĕнрех вĕренееççĕ-çке-ха. Факультетра «Спичклаб» тавлашу клубне йĕркелени те çамрăксене пуçа ĕçлеттерме, тавракурăма анлăлатма пулăшать. Унта экономика наукисен кандидачĕ Наталья Бондаренко ертсе пынипе яшсемпе хĕрсем Нобель премийĕн лауреачĕсен пурнăçне тишкереççĕ, вĕсен çитĕнĕвĕсене сÿтсе яваççĕ. Унсăр пуçне «Шнобель» лауреачĕсен ĕçĕ-хĕлне пĕр-пĕриннипе танлаштарса хак параççĕ.

Тĕнче экономикине çине тăрса вĕренекенсен савăнмалли чи пысăк сăлтавĕ вара - вĕсем икĕ ют чĕлхене тарăннăн тĕшмĕртни. Акăлчанла лайăх пĕлнисĕр пуçне çамрăксем нимĕç е француз чĕлхине суйлаççĕ. Çавăнпах студентсем Раççейри ытти регионта, чикĕ леш енче йĕркеленекен тĕнче шайĕнчи форумсемпе конференцисене, семинарсемпе тĕлпулусене тăтăшах тухса çÿреççĕ. Студентсене ют çĕршывсене кайса курма май паракан «Work&Travel» программăпа усă куракан та йышлă. «Студентсен утравĕн» паянхи кăларăмĕнче «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсене шăпах вĕсемпе, хамăр регионтан тухса курнисемпе, паллаштарар. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.