- Чăвашла верси
- Русская версия
“Пуç усмасăр малалла утма анне вĕрентрĕ”
Олеся НИКИТИНА - çамрăк юрăç. Вăрнар чиперкки хăйĕн вырăнне юрă тĕнчинче шырать, çутçанталăк панă пултарулăхĕпе усă курса сăвăсем çырать, чуна пырса иленнĕ кĕвĕсене чăваш тĕнчине парнелет. Тата... çул çÿреме кăмăллать. Юлашки вăхăтра вăл юрăçсемпе пĕрле Пушкăртпа Тутар республикисенче, Мурманскра, Челябинскра, Чулхулапа Пенза облаçĕсенче пулса курчĕ, хăйĕн çепĕç сассипе унта пурăнакан чăвашсене савăнтарчĕ. Кашнинчех инçе çултан тав çырăвĕпе, хисеп хучĕпе таврăнчĕ. «Шупашкар – сан çитĕнĕвÿсен хули» уява хастар хутшăннăшăн та ăна тĕп хуламăр админстрацийĕ тав çырăвĕпе чысларĕ. Ял çыннисене çунатлантарас тесе хăй çуралнă тăван Кÿстÿмĕрте вăл юрăç тусĕсемпе пĕрле тÿлевсĕр концерт йĕркеленĕ. Маттур чăваш хĕрне «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне йыхравларăм. Малалла вулас...
Комментировать