Пурнăç çулĕпе пĕр чарăнмасăр - юрăпа
Мускавра пурăнакан Сергей Бреус предпринимательпе ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Маргарита Павлова пуçарнă «Чăваш Ен ахахĕсем» конкурс-фестивале хутшăнса вун-вун пĕчĕк çăлтăр хăйĕн пултарулăхне кăтартма пултарчĕ. 2013 çулта унта Канаш пикисем йĕркеленĕ «Нон-стоп» ушкăн вирхĕнсе кĕчĕ. Вĕсен дуэчĕн ячех акăлчан чĕлхинчен «Пĕр чарăнмасăр», - тесе куçать. Чăн та, Юлия Петровăпа Кристина Александрова иккĕшĕ те - лара-тăра пĕлменскерсем. Вĕсем хăйсен уçă сассипе республикăра çеç мар, çĕршывăн тĕп хулинче пурăнакансене те тĕлĕнтереççĕ.
Юля Петровăпа Кристина Александрова Канашри 5-мĕш вăтам шкулта ăс пухаççĕ. 17 çулти Юлия çитес çул пĕлÿ çурчĕпе сывпуллашĕ. Кристина 10-мĕш класра ăс пухать. Вĕренÿре «5» тата «4» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыраканскерсем пушă вăхăта та усăллă ирттереççĕ. Музыка тĕнчипе унчченех паллашнă вĕсем. Юлия 8 çул каяллах Канашри культура керменĕнчи «Çеçпĕл» кружока çул тытнă. Пĕр вăхăт унти ансамбльте юрланă вăл. Тепĕр çулхине кружока Кристина та пынă. Пике пĕчĕкренех музыкăпа тачă çыхăннă, ача садне çÿренĕ чухнех сцена çине тухма тытăннă. Унăн амăшĕ культура енĕпех аслă пĕлÿ илнĕ. Ахăртнех, çывăх çыннин таланчĕ хĕрне те куçнă. Пурăна-киле икĕ пĕчĕк çăлтăр дуэт йĕркелеме шухăшланă. Хăйсен репертуарĕнчи «Нон-стоп» юррине шута илсе ушкăна та çавнашкал ят хунă. Кристинăпа Юлия çав вăхăтрах районта, республикăра иртекен юрă конкурсĕсене сахал мар хутшăннă. Шкулта йĕркеленекен мероприятисенче те пултарулăхне кăтартнă ушкăн. Пĕррехинче музыка учителĕ Наталия Демина пикесене «Чăваш Ен ахахĕсем» фестиваль-конкурса хутшăнма сĕннĕ. Малалла вулас...