Комментировать

15 Окт, 2015

56 çулти Петр Корняков... университета вĕренме кĕнĕ

Шупашкарта пурăнакан Петр Корняков венчет çĕррине тахçанах тăхăннă, мăшăрĕпе пĕр ывăла пурнăç парнелесе çын тунă. Вăл та çемье çавăрнă, мăнуксем парнеленĕ. Петр Васильевич кулленех юратнă ĕçне васкать. Нумаях пулмасть вара 56 çулти арçын алла студент билетне илнĕ. Вăл шкул пĕтерсен ятарлă пĕлÿ илсе ĕçе вырнаçнă-ха. Студент йышне тепĕр хут тăма мĕн хистенĕ-ха Петр Васильевича?

"Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен" каларăша ун пиркиех каланăн туйăнать. Халĕ Петр Васильевич ĕçе çеç мар, занятие кайма та вăхăт тупать. Унпа çыхăннă чухне те вăл тăхтав пулнине, тепĕр занятие хатĕрленнине пĕлтерчĕ. Университет хыççăн вара ĕçе утмалла. Петр Васильевич тĕп хуларах вăй хурать, 2-мĕш сменăра ĕçлет. Паллах, студент ятне илтнĕренпе вăхăта кирлĕ пек уйăрма пĕлмелле. Занятие хатĕрленмешкĕн библиотекăна та çул тытмалла. Петр Васильевич унта çул такăрлатма тытăннă ĕнтĕ. Экзаменсен тапхăрĕ çитиччен те нумаях юлмарĕ - сессие ăнăçлă вĕçлес тесен кĕнеке чылай шĕкĕлчемелле-çке. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.