Архив - 2015 - Çамрăксен хаçачĕ

январь 15th

15 Янв, 2015

“Çамрăксен хаçатне” Симферопольте те вулаççĕ

Патшана та пăхăнман вăхăт шăвать те шăвать - 2015 çулăн пĕрремĕш уйăхĕн çурри те хыçа юлчĕ. Ĕнер ирех пÿлĕм умĕнче мана кĕтсе пирĕн вулаканăмăр тăрать. Вăтам çулсенчи хĕрарăм сывлăх сунчĕ те: "Январь варри çитсе пырать, пĕр номер те килмерĕ. Сăлтавĕ мĕнпе çыхăннă-ши?" - ыйтрĕ вăл. Хисеплĕ вулаканăмăрсем, эсир "Çамрăксен хаçачĕсĕр" тунсăхлани кăмăла çĕклет, пире, журналистсене, тата та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать. Мĕн тăвăн? Влаçрисем январьте пурин валли те каникул туса пачĕç те - хаçат кăларакансем те канаççĕ.

15 Янв, 2015

Тăрă шыв çине кăларнă

Кăçал январĕн 1-11-мĕшĕсенче РФ ФСКНĕн Чăваш Енри управленийĕн сотрудникĕсем оперативлă мероприятисем ирттернĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш кунĕсенчех уголовлă ĕçсем пуçарнă.

Январĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарти çурçĕр-хĕвеланăç районĕнчи пĕр çурт подъездĕнче наркотик хутăшĕ тултарнă хутаç тупни тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Кун пирки çынсем "шанăç телефонĕпе" пĕлтернĕ.

15 Янв, 2015

“Çамрăксен хаçачĕн” пики

Кунашкал ятпа нумай çул каялла редакци сăнÿкерчĕксен конкурсне йĕркеленĕччĕ. Чăваш хĕрĕсемпе каччисем валли уйрăм хаçат тухма тытăннăранпа кăçал 90 çул çитнине шута илсе çак тупăшăва тепĕр хутчен мĕншĕн ирттерес мар? Пĕр ăру вырăнне тепри çитĕнет-çке-ха.

"Çамрăксен хаçачĕн" пикин ятне 14-30 çулсенчи чăваш хĕрĕсем çĕнсе илме пултараççĕ. Конкурса хутшăнма кăмăл пуррисен хăйсен сăнÿкерчĕкне редакцин molgazeta@rambler.ru электрон почтине ярса памалла çеç. Çырура ята, ÿсĕме, ăçта çуралса ÿснине тата пурăннине те палăртма манмалла мар.

"Çамрăксен хаçачĕн" пики" ята тивĕç хĕре вулакансем эсирех "Контактра" социаллă сайтри "Çамрăксен хаçачĕн" ушкăнĕнче вăл е ку пикешĕн "лайк" лартса палăртатăр. Ку ята тивĕçлине кашни уйăхрах суйлăпăр. Çулталăк вĕçĕнче вара вуникĕ пикерен чи чиперрине палăртăпăр. Çамрăк тусăмăрсем, конкурса хастар хутшăнăр!

РЕДАКЦИ.

Ольга Терентьева, 18 çулта. Вăрнар районĕнчи Çĕрпел ялĕнче çуралса ÿснĕскер Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче ăс пухать.

Юлия Ухтерикова, 14 çулта. Шупашкар пики 17-мĕш вăтам шкулта вĕренет.

15 Янв, 2015

“Алăка уçса кĕрсе йăл кулас пек туйăнать...”

2013 çулхи сентябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Еншĕн кăна мар, пĕтĕм Раççейшĕн пысăк хуйхă пулчĕ. Виçĕ полицейски Чечняри теракт вăхăтĕнче пуç хучĕ, вĕсенчен иккĕшĕ - пирĕн республикăран. Ун чухне полицин аслă сержанчĕсем Леонид Пучков - 28-та, Александр Егоров 23-ре пулнă.

15 Янв, 2015

Мускав укçи вăрăм-и?

е Ĕç вырăнĕнче апатланнăшăн та штраф хураççĕ

Этем яланах хăйĕн пурнăçне лайăхлатма тăрăшать, çавăншăнах ĕçлетпĕр те. Тăнăçлăх укçа-тенкĕпе çыхăннă, унсăрăн халĕ пĕр утăм тăваймăн. Çĕршыври экономика кризисĕ самаях шухăшлаттарать. Лавккара тавар хакĕсем тĕлĕнмелле ĕрĕхсе кайрĕç. Журналист шалăвĕ хура çăкăр çимелĕх кăна. Çын ĕретлĕ пурăнас килет-çке. Çĕнĕ çула кĕриччен парăмсене те татмалла... Ăçта «кĕмĕл» ытларах тÿлеççĕ, ăçта ĕçлесе пуяс? Çакнашкал ыйтусем пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче канăç памарĕç. Пурччĕ-ха пĕр сĕнÿ - Мускава пĕлĕшĕм ĕçлеме чĕннĕччĕ. Çыннисем шанчăклă, хăйсем патĕнче пурăнтарма та хирĕç мар.

15 Янв, 2015

Чăваш халăхне “качча тухнă” Раиса Сарпи

Литература çулталăкĕ пирĕн пурнăçа вирхĕнсе кĕчĕ. Мĕн çĕнни илсе килĕ-ха вăл чăваш халăхĕпе тата чăваш çыравçисемпе сăвăçисем валли? Мĕнле мăнаçлăхпа тулĕ чăваш литературин кĕреки?

15 Янв, 2015

Писатель хайлав çырнă чухне хăй телейлине туйтăр

Хатидже... Манăн аса тахçанах кĕрсе вырнаçнă ят. "Домашний" телеканал эфирĕнче кăтартакан "Великолепный век" сериала пăхнă чухне кăмăлларăм ăна. Унти Хатидже - Осман патшин I Селимăн хĕрĕ, Сулейман султанăн тăван йăмăкĕ.

15 Янв, 2015

Çартан таврăнсан бизнес йĕркелесшĕн

Пĕлтĕр ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн стипендине илсе тăракан пултаруллă çамрăксен хушшинче Шупашкарти электромеханика колледжĕн студенчĕ Евгений Пантелеймонов та пулнă. Электрик специальноçне алла илекенскер 4-мĕш курсра вĕренет. Спортпа туслă каччă чăвашла сăвăсем çырать.

Страницы