- Чăвашла верси
- Русская версия
Мускав укçи вăрăм-и?
е Ĕç вырăнĕнче апатланнăшăн та штраф хураççĕ
Этем яланах хăйĕн пурнăçне лайăхлатма тăрăшать, çавăншăнах ĕçлетпĕр те. Тăнăçлăх укçа-тенкĕпе çыхăннă, унсăрăн халĕ пĕр утăм тăваймăн. Çĕршыври экономика кризисĕ самаях шухăшлаттарать. Лавккара тавар хакĕсем тĕлĕнмелле ĕрĕхсе кайрĕç. Журналист шалăвĕ хура çăкăр çимелĕх кăна. Çын ĕретлĕ пурăнас килет-çке. Çĕнĕ çула кĕриччен парăмсене те татмалла... Ăçта «кĕмĕл» ытларах тÿлеççĕ, ăçта ĕçлесе пуяс? Çакнашкал ыйтусем пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче канăç памарĕç. Пурччĕ-ха пĕр сĕнÿ - Мускава пĕлĕшĕм ĕçлеме чĕннĕччĕ. Çыннисем шанчăклă, хăйсем патĕнче пурăнтарма та хирĕç мар.
Шухăш-кăмăла пĕр тĕвве пуçтарса, чуна хытарса икĕ уйăхлăха тухса кайрăм çĕршывăн тĕп хулине. Тĕрĕссипе, çакнашкал нумай вăхăтлăха çемьерен нихăçан та уйрăлманччĕ. Нуша тем тума та хистет иккен: тĕпренчĕкĕмсене пăрахса хăварма та, профессие улăштарма та. Малалла вулас...
Комментировать