Комментировать

Кăçал январĕн 1-11-мĕшĕсенче РФ ФСКНĕн Чăваш Енри управленийĕн сотрудникĕсем оперативлă мероприятисем ирттернĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш кунĕсенчех уголовлă ĕçсем пуçарнă.

Январĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарти çурçĕр-хĕвеланăç районĕнчи пĕр çурт подъездĕнче наркотик хутăшĕ тултарнă хутаç тупни тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Кун пирки çынсем "шанăç телефонĕпе" пĕлтернĕ.

Тепĕр кунхине управлени ĕçченĕсем 79 грамм "гашиш" туртса илнĕ. Вăл Шупашкарти пĕр хваттерте упраннă. Оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ хыççăн ăна сутма хатĕрлени çиеле тухнă. Каллех уголовлă ĕç пуçарнă.

Декабрь уявĕнче наркополицейскисем Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 36 çулти çынран наркотик хутăшĕ туртса илнĕ. Пĕтĕмпе - 11,76 грамм. Ку пысăк виçе шутланать. Çав çын тĕлĕшпе те уголовлă ĕç пуçарнă. Статьяпа килĕшÿллĕн вăл йĕплĕ пралук леш енче 10 çул таранах ларма пултарĕ.

Январь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарти Болгарстрой урамĕнче 24-ри каччă наркополицейскисен çивĕч куçĕ тĕлне пулнă. Ун çумĕнче 2,46 грамм синтетика хутăшĕ тупнă.

Çĕнĕ çулхи канмалли 11 кунра РФ ФСКНĕн Чăваш Енри управленийĕн сотрудникĕсем 22 преступлени тупса палăртнă. Çак тапхăрта 100 грамм ытла наркотик хутăшĕ туртса илнĕ. Январĕн 1-5-мĕшĕсенче кăна 14 уголовлă ĕç пуçарнă.

Çĕнĕ çул умĕн те наркополицейскисем тухăçлă ĕçленĕ. Оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ вăхăтра Шупашкарта пурăнакан, наркотик хутăшĕ саракан çынсене тытса чарнă. Унччен те саккуна пăснă çамрăксем хальхинче те суд тенкелĕ çине ларнă. "Наркобизнесменсем" подъездсенчи почта ешчĕкĕсенче "закладкăсем" тунă. Вĕсемшĕн суд приговорĕ чăннипех те çирĕппĕн янăранă. Вĕсене айăплă тесе йышăннă, çирĕп режимлă колоние 10-шар çул çурăлăха ăсатнă.

Нумаях пулмасть, январĕн 12-мĕшĕнче, оперативлă шырав мероприятийĕсем вăхăтĕнче каллех Шупашкар çыннине, 33 çулти арçынна, тытса чарнă. Çĕнĕ кăнтăр районĕнчи пĕр хваттерте кантăр, 150 грамм наркотик хутăшĕ тата культивировани валли ятарлă хатĕр тупнă. Ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Галина КАЛИНИНА.

Галина КАЛИНИНА
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.