“Çамрăксен хаçачĕн” пики
Кунашкал ятпа нумай çул каялла редакци сăнÿкерчĕксен конкурсне йĕркеленĕччĕ. Чăваш хĕрĕсемпе каччисем валли уйрăм хаçат тухма тытăннăранпа кăçал 90 çул çитнине шута илсе çак тупăшăва тепĕр хутчен мĕншĕн ирттерес мар? Пĕр ăру вырăнне тепри çитĕнет-çке-ха.
"Çамрăксен хаçачĕн" пикин ятне 14-30 çулсенчи чăваш хĕрĕсем çĕнсе илме пултараççĕ. Конкурса хутшăнма кăмăл пуррисен хăйсен сăнÿкерчĕкне редакцин molgazeta@rambler.ru электрон почтине ярса памалла çеç. Çырура ята, ÿсĕме, ăçта çуралса ÿснине тата пурăннине те палăртма манмалла мар.
"Çамрăксен хаçачĕн" пики" ята тивĕç хĕре вулакансем эсирех "Контактра" социаллă сайтри "Çамрăксен хаçачĕн" ушкăнĕнче вăл е ку пикешĕн "лайк" лартса палăртатăр. Ку ята тивĕçлине кашни уйăхрах суйлăпăр. Çулталăк вĕçĕнче вара вуникĕ пикерен чи чиперрине палăртăпăр. Çамрăк тусăмăрсем, конкурса хастар хутшăнăр!
РЕДАКЦИ.
Конкурса пĕрремĕш хутшăнма кăмăл тунă хĕрсемшĕн халех сасăлама пултаратăр.
Пĕлтĕр пирĕн хаçатра "Ачапча" хушма кăларăм тухса тăчĕ, унăн вулаканĕсен хушшинче "Пăшăл-пăшăл" конкурс ирттертĕмĕр. Ашшĕ-амăшĕ пĕчĕк ачисен интереслĕ калаçăвĕпе паллаштарчĕ. Шел, тупăшăва йышлăн хутшăнмарĕç. Çавăнпа пĕр çĕнтерÿçе çеç палăртас терĕмĕр. Вăл - Шупашкарта пурăнакан Галина Никитина. Ăна дипломпа тата чăваш эстрада юрăçисен DVD-дискĕпе чыслатпăр.