Аудиторирен - казармăна
«Салтак ятне илтесси пасар кулачĕ çиесси мар», - тенĕ ваттисем. Ара, тăван-пĕтенрен, тус-тантăшран вăхăтлăха уйрăлса Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе аякри çĕрсенче пурнăçласси нихăçан та çăмăл пулман. Мăн асатте-кукаçисем хĕсметре 25 çул тăнă. Хальхи вăхăтра çак служба çулталăкпа танлашать. Апла пулин те салтак пăттине çиесрен тарса çÿрекен сахал мар. Салтак тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнакан яш чăн-чăн арçын мар. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс, чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕренекен Алексей Еразумов çак сăмахсемпе туллин килĕшет.