Комментировать

19 Фев, 2015

Университетра вĕренет... вунпĕрмĕш çул

Шупашкарта пурăнакан Анна Головина аслă шкулта вунпĕрмĕш çул вĕренет. Çук, кашни курсра икшер çул ларман вăл... 5 çул вĕреннĕ хыççăн университетпа сывпуллашма васкаман: малтан - магистратурăна, унтан аспирантурăна çул тытнă. Нумаях пулмасть вăл республика шайĕнче иртнĕ «Çулталăк аспиранчĕ» конкурсра çĕнтернĕ. «Педагогика наукисем» номинацире палăрнă Анна «ÇХ» вулаканĕсене хăйĕн ĕмĕчĕ-тĕллевĕпе паллаштарма кăмăл турĕ.

Пике шкулта вĕреннĕ чухнех физикăна кăмăлланнă. Ку наука каччăсем валли пек туйăнсан та пике физика енĕпе алла специальноç илме ăнтăлнă. Хабаровскра çуралса ÿснĕскер И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна вĕренме кĕнĕ.

- Строитель пулнăран асаттене Чăваш Ене ĕçлеме янă. Çемьепе Хабаровскран Чулхулана пурăнма куçрăмăр. Асаттепе асанне Чăваш Республикинче тĕпленнĕрен кунти аслă шкула вĕренме кĕрес терĕм. Шкулта физикăна çăмăллăн ăса хывнăччĕ. Вĕрентекен те: «Çак предметпа хăнăхтару пурнăçланă чухне çăварта юратнă канфет тутине туятăн», - тетчĕ. Физикăпа техника факультетне кĕрес умĕн радиожурналистика çулĕпе кайма шухăш çуралнăччĕ. Çапах физикăна суйларăм. Конкурс пысăкчĕ: пĕр вырăна - 20 çын. Малтанхи курссенче факультет культоргĕ пултăм, пĕр вăхăт КВН лигинче тар тăкрăм. Студент çулĕсем асра ырăпа çырăнса юлнăранах юратнă университетран тухса каяймастăп пулĕ, - калаçу пуçарнă май хăйĕнпе паллаштарчĕ пике. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.