“Эпĕ çĕнтерессе ĕненни вăй-хал хушать”

26 Фев, 2015

Юлашки вăхăтра Чăвашра спорт аталанни куçкĕрет. Çамрăк спортсменсем чăваш çĕрĕн мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕ маттур, ăста пулнине пĕтĕм тĕнчене пĕлтерчĕç. Самбистсем, биатлонист, çăмăл атлетсемпе хăвăрт утакансем... Раççей, Европа, тĕнче шайĕнчи ăмăртусенчен çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. Раççейĕн спорт гимнастики енĕпе пĕрлештернĕ командинче икĕ чăваш пики пур. Вĕсенчен пĕри - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетĕнче вĕренекен Полина Федорова. Пĕлтĕр пике спорт гимнастики енĕпе Раççей чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. Унсăр пуçне унăн пухмачĕнче федерацин Атăлçи округĕн 2014 çулхи чемпионатĕнче çĕнсе илнĕ 1-мĕш вырăн пур. Раççей спорт мастерĕ - «Студентсен утравĕн» паянхи хăни.

Полина спорта ăнсăртран лекмен. Мĕн пĕчĕкрен лара-тăра пĕлменскере ашшĕпе амăшĕ спорт гимнастики енĕпе аталанма секцие çырăнтарнă. Хĕрачан çывăх çыннисем те сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ. Хăй вăхăтĕнче амăшĕ - çăмăл атлетикăпа, ашшĕ альпинизмпа интересленнĕ. Çапла Полина 6 çултах спорт гимнастики енĕпе çине тăрса хатĕрленме тытăннă. Вăл ача садĕнчи уявра пĕр хĕрача акробатика хусканăвĕсене тунине асăрханă. Çакă ăна спортпа ытларах туслашма хавхалантарнă: Полина та гимнастика секцине çÿрекен тусĕ пекех авкаланма вĕренес килнине ăнланнă.

Спорт гимнастики черчен те илĕртÿллĕ хĕрсемшĕн хăрушă тесен те йăнăш пулмĕ. Тĕрлĕ снаряд çинче хускану тунă чухне ÿксе суранланасси, шăнăра туртăнтарасси те пулать-çке. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.