Комментировать

26 Фев, 2015

Аудиторирен - казармăна

«Салтак ятне илтесси пасар кулачĕ çиесси мар», - тенĕ ваттисем. Ара, тăван-пĕтенрен, тус-тантăшран вăхăтлăха уйрăлса Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе аякри çĕрсенче пурнăçласси нихăçан та çăмăл пулман. Мăн асатте-кукаçисем хĕсметре 25 çул тăнă. Хальхи вăхăтра çак служба çулталăкпа танлашать. Апла пулин те салтак пăттине çиесрен тарса çÿрекен сахал мар. Салтак тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнакан яш чăн-чăн арçын мар. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс, чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕренекен Алексей Еразумов çак сăмахсемпе туллин килĕшет. Ара, вăл 3-мĕш курсра ăс пухнă чухне академи отпускĕ илсе салтак аттине тăхăннă-çке.

Леша спортпа мĕн ачаранпах туслă. Тусĕсемпе ăмăртмалла тенĕ пек хĕлле - йĕлтĕрпе, çулла велосипедпа ярăннă вăл. Районти, республикăри ăмăртусене хутшăннă. Унăн пухмачне тарпа çĕнсе илнĕ хисеп хучĕсемпе медальсем пуянлатаççĕ. Уçă саслă Алексей сцена çинчен те анма пĕлмен - куракансене, тус-юлташне илемлĕ юрăсемпе тыткăнланă. Шкулпа сывпулласшан университета çул тытнă.

Чылайăшĕ салтакăн йÿçĕ çăкăрне алла диплом илсен çеç тутанать. Алексей аслă шкул пĕтерессе кĕтмен - Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлас тĕллевпе çар комиссариатне чупнă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.