Дмитрий Медведев: “Кризиспа кĕрешес ĕçе малалла тăсăпăр”

19 Фев, 2015

Февралĕн 17-мĕшĕнче пирĕн республикăра Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев пулчĕ. Дмитрий Анатольевич Чăваш Ене виçĕ çул каялла, 2012 çулта, Президент тивĕçĕсене пурнăçланă чухне килнĕччĕ. Ун чухне вăл пултаруллă ачасемпе çамрăксене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ РФ Патшалăх Канашĕн президиумĕн ларăвне ертсе пынăччĕ.

Ăс-хакăл пурлăхне упрасси - тĕп тивĕç

Пĕлтĕр пирĕн регионта пысăк мероприяти - "Раççей - спорт çĕршывĕ" форум - иртрĕ. Ун чухне Владимир Путин Çĕнĕ Шупашкарта Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне хутшăннăччĕ. Хальхинче те сумлă хăнасене химиксен хулиех кĕтсе илчĕ. Аркадий Дворкович вице-премьер, РФ Президенчĕн пулăшуçи Андрей Белоусов, РФ вĕренÿпе наука министрĕ Дмитрий Ливанов, РФ финанс министрĕн çумĕ Андрей Иванов, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов, Самар облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Николай Меркушкин, Çĕнĕ технологисем хатĕрлекен центрăн аталану фончĕн президенчĕ Виктор Вексельберг, РОСНАНО правленийĕн председателĕ Анатолий Чубайс РФ Президенчĕ çумĕнчи экономикăна çĕнетес тата Раççейĕн инноваци аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен канаш президиумĕн ларăвне хутшăнчĕç. Ăна Дмитрий Медведев премьер-министр ертсе пычĕ. РФ Правительствин пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, çĕршывра юлашки вăхăтра нанотехнологисене аталантарассипе тăрăшса ĕçлеççĕ.

Дмитрий Анатольевич ăс-хакăл пурлăхне упрасси, ăна право тĕлĕшĕнчен хÿтĕлесси пĕлтерĕшлĕ пулнине тĕпе хумаллине те палăртнă. Ку тĕллевпе Правительство тĕрлĕ йышăну тунă.

Ларура РФ вĕренÿпе наука министрĕ Дмитрий Ливанов тухса калаçнă. Вăл палăртнă тăрăх, 2014 çулта ăслăлăх тĕпчевĕсемпе опытлă конструктор ĕçĕсен шучĕ 10 пине çитнĕ. Пĕлтĕр çĕршывра наукăпа техникăн 1675 патентне регистрациленĕ, ытларахăшĕ - Мускавпа Санкт-Петербург хулисенче тата Мускав облаçĕнче. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, Чăвашра 5 патента регистрациленĕ. Вĕсенчен 2-шĕ - юлашки икĕ çулта.

Çак енпе пирĕн регионта тăрăшса ĕçлеççĕ. Чăваш Ен ăс-хакăл пурлăхĕн федераци службипе килĕшÿ çырнă. Унсăр пуçне ăс-хакăл пурлăхĕн рынокне аталантарас тĕллевпе республикăра ятарлă патшалăх программи тухăçлă ĕçлет.

 

Электростанци хута ярасшăн

Лару умĕн хăнасем Çĕнĕ Шупашкарти "Хĕвел" заводра пулса курнă. Çак компанин продукцийĕпе хĕвел электростанцийĕсем тунă чухне усă кураççĕ. Тулли мар яваплă обществăн проектпа пăхнă хăватпа тухакан продукцийĕ çулталăкра 800 пин хĕвел модулĕпе танлашать. 2015 çулăн иккĕмĕш çурринче çак проектпа килĕшÿллĕн ĕçлеме тытăнĕç. "Хĕвел" продукцийĕ энерги çителĕксĕр тата инçетри районсенче пурăнакансене электричествăпа тивĕçтерме май парĕ. Унсăр пуçне унпа усă курса хĕвел электростанцийĕсем хăпартаççĕ. Хĕвел батарейисене ятарлă çÿхе пленкăллă технологипе усă курса тăваççĕ. Вăл кремнипе /тĕп материал/ усă курассине 200 хут чакарма май парĕ. Палăртмалла: çак батарейăсем ăмăр çанталăкра та ĕçлеççĕ. Ку пирĕн çĕршыври условисемшĕн меллĕ.

"Хĕвел" компани ăслăлăх тĕпчевĕсемпе хĕвел энергетики енĕпе те ăнăçлă ĕçлет. Ку тĕлĕшпе завод А.Ф.Иоффе ячĕллĕ физикăпа техника институчĕпе пĕрле "Сколково" фонд пулăшнипе ăслăлăхпа техника центрĕ уçнă. Вăл - Раççейри пĕртен-пĕр профильлĕ наука организацийĕ. Тепĕр самант çинче те чарăнса тăмалла. Компани 2020 çулччен пĕтĕмĕшле хăвачĕ 500 МВтпа танлашакан хĕвел электростанцийĕ хута ярасшăн. Сăмах май, Алтай Республикинче Кош-Агач хĕвел электростанцийĕ ĕçлеме пуçланă. Çитес вăхăтра Бурятипе Пушкăртстанра, Оренбург, Саратов облаçĕсенче тата ытти регионта кунашкал станцисем хута ярĕç.

Завод ĕç-хĕлĕпе, продукципе паллашнă хыççăн Дмитрий Медведев çÿхе пленкăллă хĕвел модулĕсен промышленноç производствине старт панă.

 

Республикăри лару-тăрупа паллаштарнă

Президиум ларăвĕ хыççăн РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. Дмитрий Анатольевич Çĕнĕ Шупашкарти "Хĕвел" предприяти ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртнă, çĕнĕ технологисемпе хатĕрленĕ продукципе республикăра çеç мар, ытти регионта та анлă усă курасса шаннине пĕлтернĕ. Премьер-министра тав тунă хыççăн Михаил Игнатьев республикăри социаллă пурнăçпа, экономика лару-тăрăвĕпе паллаштарнă, ачасен шкулчченхи учрежденийĕсемпе çыхăннă ыйту тавра калаçнă.

- Тăватă çул каялла ĕçсĕрлĕх шайĕ 9,5% пулсан халĕ вăл 0,5% танлашать. Çак заводсăр пуçне хулара вăтам тата пĕчĕк бизнес лайăхрах аталанма пуçларĕ, - каласа кăтартнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Михаил Васильевич макроэкономика кăтартăвĕсем япăх маррине те палăртнă. Регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕн ÿсĕмĕ 2,5% танлашать. Промышленноç производствин индексĕ 104,5%, пурăнмалли çурт-йĕр хута ярассин - 103%, ялхуçалăх производствин вара - 102,8%.

- Пĕлтĕр 862 пин тăваткал метр çурт-йĕр çĕклерĕмĕр. Çакна 1 миллион тăваткал метра çитерме палăртрăмăр. Эсир пирĕн ума çын пуçне çулталăкра 1 тăваткал метр хута яма тĕллев лартрăр. Пĕлтĕр ку кăтарту 0,7 тăваткал метрпа танлашнă. Ку кăтарту - федерацин Атăлçи округĕнчи чи лайăххи. Çак шайран малашне те чакмăпăр, - пĕлтернĕ Михаил Васильевич.

Лару вĕçĕнче Дмитрий Анатольевич çурт-йĕр хăпартма çеç мар, ипотека рынокĕнчи лару-тăрăва сăнаса тăма та ыйтнă. Çак тĕллевпе Правительствăра та темиçе йышăну тунă, çав шутра - ипотека программисене субсидисемпе пулăшас тĕлĕшпе.

- Çакна эпир, сирĕнпе, регионсемпе, пĕрле тăвăпăр. Çавăнпа кризиспа кĕрешес ĕçе малалла тăсмалла. Ку енĕпе çулталăк тăршшĕпех тимлемелле, мĕншĕн тесен ку питĕ пĕлтерĕшлĕ, - тенĕ РФ Правительство Председателĕ.

Ирина КОШКИНА.

Д.БАРЫШОВ сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.