Архив - 2015 - Çамрăксен хаçачĕ

февраль 12th

12 Фев, 2015

Тухтăр канманшăн чирлисем айăплă-и?

Юрăç пулнă май хальччен халăхпа ытларах чухне концертсенче, тĕрлĕ уявра тÿрремĕн калаçнă пулсан, хальхинче мана кун-çул хăйне тепĕр енчен кăтартрĕ. Больницăра выртма тиврĕ. Çĕнĕ Шупашкарти çак больницăра виçĕм çул - Ватăсен кунне, пĕлтĕр вара унта ĕçленĕ тата ĕçлекен амăшĕсем валли илемлĕ концерт йĕркеленĕччĕ. Çак уявра чуна уçса юрлани çывăхлатрĕ пире. Чи малтанах хамăн ентеше, лор-тухтăра Генрих Федорович Артемьева чунран тав сăмахĕ калас килет. Вăл çын сывлăхĕшĕн чăннипех тăрăшать, мана та чирпе аптăранă вăхăтра самаях пулăшрĕ.

12 Фев, 2015

Пĕрремĕш редакторăн йывăр шăпи

Исаев Мĕтрин арăмĕ 23 çул тултаричченех пĕчĕк ачапа тăлăха юлнă

"Çамрăксен хаçачĕшĕн" кăçал - пĕлтерĕшлĕ çулталăк. Чăваш каччисемпе хĕрĕсем валли уйрăм кăларăм тухма тытăннăранпа 90 çул çитет. Совет влаçĕ "Çамрăк хресчен" хаçат редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă вăхăтра Вăрмар районĕнче кун çути курса терт-нушине сахал мар астивнĕ Исаев Мĕтри 20-ре кăна пулнă. Шел, чылайăшĕ ăна чăваш çыравçи, критикĕ пек кăна пĕлет, вăл вара хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче икĕ хаçатпа пĕр журнал редакторĕ те пулнă. Паянхи вулакансене манăн чăваш çамрăкĕсен пирвайхи хаçачĕн редакторĕн пултарулăхĕпе кăна мар, унăн асаплă шăпипе те паллаштарас килет.

февраль 5th

5 Фев, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 4 (6045) №.05.02.2015

Елчĕк районĕнче пулнă аварире 29 çулти полицейскин пурнăçĕ татăлнă.

Николай Кириллов ăсчах 1-мĕш класа мĕншĕн виçĕ çул çÿренĕ?

Андрей Думилин: "Ăсран кăларакан, çĕрĕпе çывăрттарман хĕре хальлĕхе тĕл пулаймарăм-ха".

5 Фев, 2015

“Ăслăлăх - пĕтĕм пурнăçăм”

"Наука çитĕнĕвĕ - вăхăтлăх ĕç тата ăс-тăн хăюлăхĕ", - тенĕ XVII-XVIII ĕмĕрсенче пурăннă Вольтер. Унтанпа сехет йĕппи миллион-миллион хут çаврăнса çĕнĕ технологисен саманине илсе çитернĕ. Тĕнчипех паллă француз философĕ Вольтер çак сăмахсене малашне мĕн пуласса пĕлсех каланăн туйăнать.

5 Фев, 2015

Николай КИРИЛЛОВ: “Çук пилĕк те хытах ырататчĕ”

Вăрнар районĕнчи паллă нумай çынна хăйĕн сăпкинче сиктернĕ Авруй ялĕ Раççей Федерацийĕн аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Николай Кириллов ăсчаха та сипетлĕ сывлăшĕпе лăпкаса ÿстернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн çуралнăскер пурнăç йывăрлăхĕсене ачаллах тутаннă.

5 Фев, 2015

Унпа ирчченех çăлтăр шутлас текен хĕр лавĕпех...

Патăрьел районĕнчи Тăрăн ялĕнче кун çути курнă маттур яша, чăваш эстрада юрăçине Андрей ДУМИЛИНА, юратас мар тесен те юратма пуçлатăн. Çутçанталăк ăна кÿрентермен: сăнĕпе те чипер, кĕлеткипе те яштака, сасси те шăпчăкăннинчен кая мар.

5 Фев, 2015

Тăлăх йывăçа тăвăл хуçать

Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене çемьене илсе тĕрĕс воспитани пани, ура çинче çирĕп тăма пулăшни - сăваплă ĕç. Юлашки çулсенче республикăра тăлăхсен йышĕ чакса пырать. Ку чылай çемье ача çуртĕнчи шăпăрлансене хăйсен çемйине йышăннипе çыхăннă. Пĕр ача пур çĕрте иккĕмĕшĕ те ытлашши мар. Пысăк чĕреллĕ мăшăрсем темиçе тăлăха çемье ăшши парнелеççĕ. Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашра пурăнакан Кузьминсем - 3, Михайловсем 5 шăпăрлана хăйсен хÿттине илнĕ. Ача çуртĕнчен çемьене лекнĕскерсем халĕ телейлĕ.

5 Фев, 2015

Лайăх хуçан выльăхĕ те лăпкă

Кашни çыннăн - хăйĕн чун киленĕçĕ. Майне пĕлсен, килĕшнĕ ĕç савăнăç кăна мар, тупăш та кÿрет. Хальхинче эпир Канаш районĕнче пурăнакан çавнашкал çынсемпе паллаштарасшăн. Выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усрасси чун туртăмне çаврăннине çирĕплетеççĕ вĕсем.

Вьетнам сыснисем

Понисем

Страуссем

5 Фев, 2015

“Çамрăксен хаçачĕн” пики

Анна Степанова, 17 çулта. Çĕрпÿ вăтам шкулĕнче вĕренет.

Наталия Михайлова, 16 çулта. Çĕмĕрле хулинче пурăнать, вăтам шкулта ăс пухать.

Людмила Александрова, 20 çулта. Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхаль пики Раççей Президенчĕ çумĕнчи халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕнче 3-мĕш курсра вĕренет.

Татьяна Ястребова, 14 çулта. Етĕрне районĕнчи Тури Ачак вăтам шкулĕнче пĕлÿ илет.

Вулаканăмăрсем, хăвăра килĕшнĕ хĕршĕн "Контактра" социаллă сетьри "Çамрăксен хаçачĕн" ушкăнĕнче "лайк" лартса сасăлама пултаратăр. Январь уйăхĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Çĕрпÿел хĕрĕ Людмила Петрова мала тухнă - уншăн 32 çын сасăланă.

Конкурса хутшăнма кăмăл тунă хĕрсенчен сăнÿкерчĕксене molgazeta@rambler.ru адреспа йышăнатпăр. Çырура ят-шыва, ÿсĕме, ăçта пурăннине, ĕçленине-вĕреннине палăртма ан манăр.

Страницы