Пĕрремĕш редакторăн йывăр шăпи
Исаев Мĕтрин арăмĕ 23 çул тултаричченех пĕчĕк ачапа тăлăха юлнă
"Çамрăксен хаçачĕшĕн" кăçал - пĕлтерĕшлĕ çулталăк. Чăваш каччисемпе хĕрĕсем валли уйрăм кăларăм тухма тытăннăранпа 90 çул çитет. Совет влаçĕ "Çамрăк хресчен" хаçат редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă вăхăтра Вăрмар районĕнче кун çути курса терт-нушине сахал мар астивнĕ Исаев Мĕтри 20-ре кăна пулнă. Шел, чылайăшĕ ăна чăваш çыравçи, критикĕ пек кăна пĕлет, вăл вара хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче икĕ хаçатпа пĕр журнал редакторĕ те пулнă. Паянхи вулакансене манăн чăваш çамрăкĕсен пирвайхи хаçачĕн редакторĕн пултарулăхĕпе кăна мар, унăн асаплă шăпипе те паллаштарас килет.
Куççульлĕ ачалăх
"Лисук - чăптаçă", "Рабфак хĕрĕ", "Çулăмри ял", "Сĕреке Ваçки", "Хĕрлĕ пучах", "Люпук çырăвĕсем" тата ытти хайлав шăрçаланă Исаев Мĕтрин ачалăхĕ ытла та телейсĕр пулнă. Таврара питĕ шавлăн кĕрлесе тăнă пасарлă Кавалта çуралнă вăл, пÿрт чÿречинчен çав хĕвĕшÿ куллен курăннă. Пуянсен аскăнлăхĕпе чухăнсен тертне куллен сăнама ăна пĕрре те çăмăл пулман. Революциччен çĕре арçын шутне пăхса валеçнĕ. Исаевсем вара пилĕк хĕрпе пĕр ывăл ÿснĕ. Икĕ лаптăк çĕрпе саккăрăн мĕнле пурăнмалла? Ачисене выçтарса вĕлерес мар тесе аякка ĕçлеме çÿренĕ кил хуçи пĕррехинче йывăр чирлесе таврăннă, вырăнпах выртнă. Çитменнине, пулас писатель 12-ре чухне ялта темиçе пин çынлă митингсем йĕркеленнĕ. Ав мĕне кура çирĕпленнĕ унăн шухăш-кăмăлĕ! Пасарăн усăллă енĕ те пулнă-ха Исаев-Авральшăн. Вăл унта тухса тутарла, вырăсла таса калаçма хăнăхнă. Шкулта лайăх вĕреннĕ Мĕтри. 1917 çулта Кавалта иккĕмĕш сыпăклă шкул уçăлнă, унта çывăхри тата аякри ялсенчен 500 ача пухăннă. Исаевсен ывăлĕ экзаменсене чиперех тытса вĕренме кĕнĕ, анчах килти лару-тăру йывăрлансах çитнĕрен шкула каяйман. Хĕле кĕрсен, ĕçсене вĕçлесен, пĕлÿ çуртне чупнă вăл, анчах ун вырăнне урăххи йышăннă. Коридорта ларса уроксем итленĕ пулас çыравçă. Çав çулхине ашшĕпе амăшĕ умлă-хыçлăн яланлăхах куç хупнă, Валентина, Анна, Мĕтри, Наçтаç, Зоя тата ултă уйăхри Таня тăлăха юлнă. Вилес умĕн амăшĕ аслăрах хĕрĕсене: "Пĕчĕккине Хусана приюта кайса парăр, хăвăр, ытла та айванккасем, пур-пĕрех ăна пăхаймастăр", - тенĕ. Чăнах та, шăпăрлансем Таньăна ача çуртне леçнĕ. Мĕтри кăшт укçа пултăр тесе шкулта урай çума, вутă хутма вырнаçнă. Çапах пĕлÿ çуртĕнче йĕркеленнĕ литература кружокне çÿреме те, алăпа çырса хаçат кăларма та, сăвăсем хайлама та вăхăт тупнă.
Ахаль те йывăр пурнăçа 1921 çулхи выçлăх тата кăткăслатнă. Мĕтрине, унăн аппăшĕпе йăмăкне Мускав облаçĕнчи Балашихăри ача çуртне илсе кайнă. Унтан таврăнсан йăмăкĕ Зоя Куславкка районĕнчи Илепер ялĕнчи Маркелов хушаматлă арçынна качча тухнă.
- Куславкка районĕн прокурорĕнче ĕçленĕ вăхăтра эпĕ унпа тĕл пулса калаçрăм. Выçлăх çулĕнче ача çуртĕнче епле пурăнни çинчен ыйтса пĕлтĕм. "Пире, ытла та начарланса çитнисене, лайăхрах çитеретчĕç. Кулач та паратчĕç", - терĕ вăл ун чухне. Урăх мĕн калаçнине астумастăп, маннă, - Шупашкарти хваттерне чĕнсех каласа кăтартрĕ Исаев Мĕтрин ентешĕ Василий Долгов-Кавалсем таврапĕлÿçĕ.
"...Мĕтри ача çуртĕнче мĕнле пурăнни çинчен, тĕрĕссипе, иртни пирки аса илсе каласа кăтартма юратмастчĕ. Çапах йăмăкне Татьянăна асăнатчĕ, ăна ача çуртĕнчен тавăрайманшăн питĕ шеллетчĕ... Шупашкара таврăнсан Мĕтри ăна шырарĕ, анчах тупаймарĕ", - каласа панă çыравçă мăшăрĕ Анна Григорьевна Руф Ишутова. Çак тĕлпулу пирки журналист "Тăван Атăлăн" 1962 çулхи 10-мĕш номерĕнче пичетленнĕ "Исаев Мĕтрипе пĕрле" асаилĕвĕнче тĕплĕн çырса кăтартнă.
Чăваш Ене таврăнма та укçа пулман
Ачаллах вырăсла вĕренни Мĕтрине Мускавра аванах пулăшнă. Выçлăх çулĕ хыççăн вăл Раççейĕн тĕп хулинчи электромеханика училищине вĕренме кĕнĕ. Кĕнеке нумай вуланă, заметкăсене вырăсла çырса "Юношеская правда", "Молодой ленинец" хаçатсене куллен ярса панă. Мускавра пурăннă чухне Кавал каччи ентешĕпе, Кĕтеснерте çуралса ÿснĕ Григорий Алентей çыравçăпа, паллашнă. Питĕ çывăх туслă пулнă вĕсем. Исаев Мĕтри Шупашкара таврăнма палăртнă, анчах пуйăспа кайма укçа çук. Мĕн тумалла? Кĕркури юлташне хăйĕн пĕр мăшăр аттине тыттарнă. "Акă тыт. Пасара кайса сут та укçипе тăван тăрăха çит", - тенĕ. Унăн хăйĕн те, выçă студентăн, кĕсйи шăтăк пулнă ĕнтĕ, çапах вăл тусне йывăрлăхра пăрахман. Чăваш каччи пасара чупнă. Унччен те пулман - йĕкĕт патне пĕр ушкăн пырса тăнă. "Кур-ха, шăлавару вараланнă", - тенĕ пĕри. "Таса мар" вырăна шыранă вăхăтра тепри атта йăтса та тарнă. Укçа çукки Исаев Мĕтрин чĕрине ахаль те çурмалла çурнă, çитменнине тата Мускав хурахĕсем шăнман пăр çине лартса хăварнă. Тепĕртакран вăл Мускав патшалăх университетĕнче вĕренекен Михаил Шевлене тĕл пулнă, хăйĕн нуши пирки ăна вăтана-вăтана каласа кăтартнă. Лешĕ çийĕнчех укçа кăларса тыттарнă. Çапла майпа вăл шурă Шупашкара таврăннă.
Григорий Алентея Исаев Мĕтрин арăмĕ те яланах ырăпа аса илнĕ. Мăшăрĕн чи çывăх тусĕ вĕсене çемье çавăрсан та нумай пулăшнă. Хайхискерсем хваттере пĕрле тара тытнă. Уншăн укçине уйăхсеренех Кĕркури тÿленĕ. Сăмах май, Исаев Мĕтрин "Çĕнĕ ăру" кĕнекинчи автор çинчен каланине Григорий Тимофеевич çырнă.
Шупашкара çитсенех, 1924 çулта, пулас редактор типографие корректорта ĕçлеме вырнаçнă, тепĕртакран "Канаш" /хальхи «Хыпар»/ хаçат редакцине куçнă. Журналист ăсталăхĕ пысăккине асăрхасанах 19 çулти йĕкĕте çамрăксен пайĕн пуçлăхне лартнă. Çĕнĕ влаç пурнăçа лайăхлатасса питĕ шаннăскер типографи çумĕнчи ФЗО рабочийĕсене воспитани парас ĕçре хастарлăх кăтартнă, комсомол ячейкин секретарĕн тивĕçĕсене туса пынă, çамрăк корреспондентсен йышне ÿстерессишĕн тăрăшнă, мĕн тата мĕнле çырмаллине ăнлантарса хĕрсемпе каччăсем патне çырусем шăрçаланă, вĕсене канашлусене пухнă. Çапла майпа вăл чăваш çамрăкĕсен пичет журналистикин никĕсне хывнă. Дмитрий Владимирович Мускавра пурăннă чухне радио хыпарлава халăхра сарнине курса тăнă, хăй те радиоприемник ăсталакансен конкурсне хутшăннă. Çакă ăна Шупашкарта радио юратакансен юхăмне вăйлатма пулăшнă. Тĕлĕнмелли факт та пур: Чăваш Енри пĕрремĕш радиоприемника "Канаш" хаçат редакцийĕнче Исаев Мĕтри вырнаçтарнă.
Кама качча илнĕ?
Пултаруллă журналистăн, çыравçăн чĕринче юрату çулăмĕ 19-та чухне çунма пуçланă. Ахаль хĕре килĕштермен вăл. Федор Павлов ертсе пыракан çамрăксен хорĕнче юрлакан, хăйĕнчен пĕр çул кĕçĕнрех Анна Григорьевăна савнă. Халĕ Муркаш районне кĕрекен Тойкилтĕ ялĕнче сакăр ачаллă çемьере çуралса ÿснĕскере халалласа Исаев Мĕтри "Юратрăм" сăвă хайланă, вăл "Сунтал" журналта пичетленнĕ.
"Мĕтрипе паллашнă чухне эпĕ Шупашкарти педтехникумра вĕренеттĕм... Пĕрре çапла театр çуртĕнче ĕçялкорсен съезчĕ пуçтарăннăччĕ... Эпир те хĕрсемпе кайрăмăр. Пирĕн пата икĕ каччă пырса тăчĕ те шÿтлеме пуçларĕ. Манăн хĕр тус паллать-мĕн вĕсене. "Канаш" хаçатра ĕçлеççĕ вĕсем, - пăшăлтатса калать вăл мана. - Пĕри Пайраш, тепри Исаев". Каччăсем шÿтлеççĕ, кулаççĕ, хăш хаçачĕ килĕшни çинчен ыйтаççĕ... Исаев Мускавран тинтерех таврăннă. Ку таранччен вăл чăваш хорĕ юрланине ниçта та илтмен... Çутçанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра паллашрăм Мĕтрипе. Атăл хĕрринче уçăлса çÿреттĕмĕр... - аса илнĕ каярахпа Анна Григорьевна. - Мĕтри вăтам пÿллĕччĕ, çÿçĕ хураччĕ. Юлташĕсем ăна: "Санăн çÿçÿ Ворошиловăнни пек", - тетчĕç. Уçă кăмăллă, калаçма, шÿтлеме юрататчĕ".
"Канаш" хаçатăн çамрăксен пайĕн пуçлăхĕ савнă хĕрне качча илме çирĕп тĕллев тытнă. Шăнкăрав саслă чипер хĕре алăран вĕçертме юрать-и вара? Паллă композитор патĕнче ăсталăха туптакан Анна Турай шкулĕн музыка учителĕ Георгий Цветков сĕннипе ялта çамрăксен хорне йĕркеленĕ. Пултарулăх каçĕ хăçан иртессине Исаев Мĕтри пĕлнĕ. Унта, Шупашкартан 58 çухрăмра вырнаçнă яла, тусĕпе Куçма Пайрашпа пынă. Уяв хыççăн каччăсем, "командировкăна" пынăскерсем, Аннăпа пĕрле тăван килнех кайнă. Çывăх çыннисемпе паллаштарнă вăхăтра Анна пулас мăшăрĕ ашшĕпе Шупашкарта тĕл пулса калаçнине пĕлсен хытах тĕлĕннĕ... Тепĕр кунхине Мĕтрипе Анна Шăмата /хальхи Советски/ кайса хут уйăрттарнă.
1925 çулхи август уйăхĕнче журналиста Мускаври хĕвелтухăçĕнчи халăхсен коммунизм университетне вĕренме янă. Анчах вăхăт кĕр енне сулăнсан Мĕтри хытах чирленĕ, ăна киле ăсатнă. Амак пур тесе алă усса ларман Дмитрий Владимирович. "Канаш" хаçатра ĕçленĕ, Шупашкарти педтехникумра çамрăксене обществознани вĕрентнĕ.
"Мăшăрăм занятисем ирттеретчĕ. Уроксенче вăл манран та ыйтатчĕ. Çавăн пек самантсенче питĕ вăтанаттăм", - çырăнса юлнă Анна Григорьевнăн асаилĕвĕ.
Пысăк хавхаланупа
1924 çулхи май уйăхĕнче Мускавра иртнĕ съездра сахал йышлă халăхсен пичетне лайăхлатмалли çинчен хытарсах каланă. Ку вырăнти влаçа, паллах, шухăшлаттарнă. Майĕпен-майĕпен тĕрлĕ хаçат-журнал тухма пуçланă. Черет çамрăксем патне те çитнĕ. Чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраç кăларăмĕн тилхепине кама шанмалла? Ара, Исаев Мĕтри пур-çке. Ĕçшĕн хыпса çунать, Мускаври хаçатсене çырса курнă, тавракурăмĕ анлă. Çапла майпа 1925 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче "Çамрăк хресчен" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1500 экземплярпа кун çути курнă. Хут, кадр ыйтăвĕсем çивĕч пулнă вăхăтра Дмитрий Исаев-Авраль чăваш çамрăкĕсен хаçатне 1926 çулхи июлĕн 26-мĕшĕччен редакциленĕ. Ĕç пăрахни ăна Хĕрлĕ çара илнипе çыхăннă. Вăл унта та политрук пулнă. Сызрань хулинче хĕсметре тăнăскер мăшăрĕ патне çыру тăтăшах çырнă.
"Мĕтри çара каяс умĕн манăн çие юлчĕ. Çакна пĕлсе вăл ман пата çапла çырса ячĕ: "Ывăл çуралсан Алентей ятлă хур, хĕр çуралсан Диэлита пултăр". Упăшка кăмăлĕнчен иртмерĕм", - хавхаланса паллашрăм Анна Григорьевнăн асаилĕвĕпе. Мĕншĕн Алентей ят пама хушнине ăнланма йывăр мар. Ку унăн чи çывăх тусĕн Григорий Алендеевăн псевдонимĕ. 1926 çулта çуралнă Алентей Дмитриевич 17 çул тултаричченех салтак шинелĕ тăхăнса вăрçа кĕнĕ, Çĕнтерÿ кунне Берлинта кĕтсе илнĕ. Çапăçу хирĕнче аманнăскер вăрçă хыççăн Хусанта вĕреннĕ, Шупашкарта пурăннă. 1992 çулта çĕре кĕнĕ.
Ир татăлнă кун-çул
Çарта чухне ÿпке чирĕ вăй илнĕрен киле таврăннă Мĕтрине Мускаври партин тĕп комитечĕ Самар комсомолĕн кĕпернери комитетне инструкторта ĕçлеме янă. Çакна кура мăшăрĕ педтехникумран вĕренсе тухайман - кăкăр ачине йăтса мăшăрĕ хыççăн кайнă. Исаевăн Самарти пурнăçĕ пирки Влас Иванов-Пайменăн "Пăр тапраннă вăхăтра" асаилĕвĕнчен лайăх пĕме пулать. Унта писатель Кавалăн талантлă ывăлĕн тапса тăракан вăй-хăватне кăна мар, кăмăлне те уçса панă.
Шупашкарта "Сунтал" журнал редакцийĕнче ĕçленĕ вăл, Самарта чăваш хаçатне çĕнĕрен йĕркелекенсенчен пĕри пулнă. 1929 çулта "Хĕрлĕ ялав" ятпа кăларма тытăннăскере тепĕр çулталăкран "Колхозник" тесе пичетленĕ. Çамрăк çыравçă ÿпке чирне парăнмасăр Самарта чăваш çыравçисен секцине йĕркеленĕ, çыру ĕçне кÿлĕннĕ çамрăксемшĕн нумай тăрăшнă, вĕсене çул уçса панă. Юлашкинчен тăраймиех выртнă, ÿпке чирĕ карланка хăпарса сасă хĕлĕхĕсенех сиенлетнĕрен калаçайми, апат çиейми пулнă, çапах "Колхозник" хаçата хăех редакциленĕ. Яваплă секретарь тивĕçĕсене пурнăçланă Илле Тукташ статьясене, хатĕр страницăсене киле пырса панă. Юлашки номере вăл 1930 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕнче алă пуснă. Апрелĕн 18-мĕшĕнче ирхи 7 сехетре унăн чĕри тапма чарăннă. Ирхине вилнĕ çыннăн пурăнас кунĕ пулнă теççĕ. Пулнах ĕнтĕ. "...Ĕмĕрлĕхех куç хупнă куна вăл 25 те тултарайманччĕ... Тăван литературăна аталантарассишĕн çунатчĕ, кашни пултаруллă çамрăка ура çине тăма пулăшатчĕ... Маншăн юлташ кăна мар, тăван пичче те, юратса, вăрçса вĕрентекен учитель те пулчĕ... Исаев Мĕтри вилнине пĕлсен Граждан вăрçинче пуç хунă тăван пиччене тепĕр хут çухатнă пек туйăнчĕ", - çырнă Влас Паймен.
Çирĕп кăмăллă Кавал арĕ медицина училищинче вĕренекен мăшăрне: "Диплом илсен мана наука хушнă пек сиплетĕн те сывалатăп", - тенĕ пулсан та вилĕм çывхарнине туйнă, вилсен хăйне тăхăнтартма Мускавран лайăх кĕпе, галстук, кĕрен пушмак туянса килнĕ. Кун пирки пĕлмен мăшăрĕ пĕррехинче кĕпе тăхăнма хистесех ыйтнă. "Эсĕ мана пытарнă чухне çав кĕпене тăхăнтарт, кусем пурте вилсен тăхăнмаллисем", - тавăрнă вăл. "Хĕвеллĕ ир, ăшă çанталăк, Атăл ейÿре, хумсем çинче хĕвел шевли вылять", - упăшки вилнĕ вăхăта çапла сăнланă Анна Григорьевна. 23 çула пуснăскер тăваттă та тултарайман ывăлĕпе тăлăха юлнă. Исаев Мĕтри хăй шухăшланă пекех килсе тухнă: "Нимрен те ытла çак ача шкула кайнине кураймассишĕн кулянатăп", - тенĕ вăл. Упăшки пурăннă чухнех "Колхозник" хаçат валли статьясем çырнă Анна Григорьевна вара Шупашкара таврăнсан пĕр вăхăт "Чăваш коммунинче" те ĕçленĕ...
Шаннă йăвара кайăк çук
Чăваш çамрăкĕсен хаçачĕн пĕрремĕш редакторĕн тăван ялне çунатлă туйăмсемпе кайрăм. 85 çул каялла çĕре кĕнĕ пулсан та Кавалсем мухтавлă ентешне астăваççех, сума сăваççех тесе шухăшланăччĕ. Шанни тÿрре тухмарĕ. Ял варринче мăнаçлă палăк лартса чыс тума тивĕçлĕ Исаев Мĕтрине халалласа тĕссĕр асăну хăми те çакман. Вăл пурăннă çурт халĕ çук. "Ăна çыравçăн арăмĕ килсе сутса кайнă", - теме пăхрĕç Кавалсем. Ку чăнлăхпа пĕр килнине ĕненес килмест. Анна Григорьевна асаилĕвĕнчен паллă: Мĕтри вилсен йăмăкĕ Наçтаç Самартан Кавала аппăшĕ патне тухса кайнă. Вăл çурт 1934 çулта çунса кĕлленнĕ. Тĕрĕссипе, Кавалсем Исаев Мĕтри арăмне ăçтан илнине те, вăл вырăс е чăваш иккенне те пĕлмерĕç. "Çыравçăн пĕртăван пулман", - текелерĕ пĕри. "Анаткаса качча кайнă йăмăкĕ пулнă", - кăшт ытларах пĕлчĕ тепри. Чăваш литературине пурнăç хакне ăнланма пулăшакан хайлавсемпе пуянлатнă Дмитрий Исаевăн вара 5 пĕртăван пулнă. Хăйĕн те, аппăшĕпе йăмăкĕсен те несĕлĕсем пур. Вăрмар, Куславкка районĕсенче, Шупашкарта, Германире... Вĕсене яла йыхравламалла, йышпа, шкул ачисемпе тĕлпулусем йĕркелемелле.
Кăçал Вăрмарсем Кавал 1000 çул тултарнине паллă тума хатĕрленеççĕ. Çак уява ĕçсе çиессишĕн çеç ирттерес марччĕ. Часах, çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче, Исаев Мĕтри çуралнăранпа 110 çул çитет. Çакна шута илсе Кавал ял тăрăхĕн, вулавăшĕн е шкулĕн стени çине Исаев Мĕтрин илемлĕ сăнĕллĕ асăну хăми те пулин çакасчĕ. Тусанпа хупланнă музея, вырăнти таврапĕлÿçĕсем хăй вăхăтĕнче чунне ыраттарса йĕркеленĕскере, тасатса тирпейлесчĕ, çĕнĕ экспонатсемпе пуянлатасчĕ. Вырăнти влаç паянхи кун Кавал шкулĕ патне илсе çитерекен çула та юртан тасатаймасть те - XXI ĕмĕрте ачасем ир-каç ансăр сукмакпа утаççĕ. Çакна курнăран чунра пысăк иккĕленÿ хуçаланать пулин те Кавал тÿри-шари мухтавлă ентешне сума сунине, манманнине кăтартса çитес вăхăтрах пархатарлă ĕç тăвасса шанас килет...
Дмитрий МОИСЕЕВ.