Унпа ирчченех çăлтăр шутлас текен хĕр лавĕпех...

5 Фев, 2015

Патăрьел районĕнчи Тăрăн ялĕнче кун çути курнă маттур яша, чăваш эстрада юрăçине Андрей ДУМИЛИНА, юратас мар тесен те юратма пуçлатăн. Çутçанталăк ăна кÿрентермен: сăнĕпе те чипер, кĕлеткипе те яштака, сасси те шăпчăкăннинчен кая мар. Концерта ертсе пыракан: «Сцена çине Андрей Думилин васкать», - тесенех залри хĕрсем ухмаха тухасла алă çупаççĕ, юрăçа хавхалантарса кăшкăрма пуçлаççĕ. Хăюллăраххисем зал айккине ташлама та тухаççĕ. Унăн юррисем хăйне евĕрлĕ. Сăвăçне те суйлама пĕлнĕ. Андрей хăйĕн ентешĕн - Кĕçĕн Катекре çуралнă, чун асапĕ мĕн иккенне сăмахпа мар, çÿлтен ÿксе шăм-шакне аркатса чылай çул вырăнпах выртса нушаланакан Валерий Раштавăн - сăввисене кăмăллать. Ултă-çичĕ çул каялла Андрейпа Шупашкарти «Салют» культура керменĕнче паллашнă чухне шÿтлесе: «Хăçан та пулсан санран та интервью илĕп-ха», - тенĕччĕ. Акă çав вăхăт çитрĕ те. Пĕтĕм тĕнче Çветтуй Валентин кунĕнче юрату çинчен уççăн калаçса пĕр-пĕрне парнесем панă чухне Андрей тĕп хулари Трактор тăвакансен культура керменĕнче çирĕпленсе пыракан çунаттисене сарса хăпартланса юрлĕ... Çĕрĕ-çĕрĕпе дискотекăсенчен тухма пĕлменскер «Чуна уçса калаçар» рубрика кĕрекине те ыйхăллă килсе ларчĕ.

- Андрей, мана темшĕн сцена çинче эсĕ Дима Билана евĕрленĕ пек туйăнать.

- Ун пек мар, эпĕ - Андрей Думилинах. Сцена çинче хамăн сăнара шыракан анат ен чăваш каччи.

- Патăрьелсем Чăвашра сăвăçсемпе чапа тухнă, Елчĕксем вара – юрăçсемпе. Эсĕ Елчĕксен хушшинче «аташса» каймăн-ши?

- Тем хуравламалла ĕнтĕ. Ирех тăратса кухньăри сĕтелÿ хушшине илсе килсе лартрăн та ыйтусем паратăн, манăн чăтма çук çывăрас килет. Çĕрĕпе дискотекăра ташласа санпа калаçма вăй та юлмарĕ.

- Атя, хăвăртрах вăранма кофе ĕçтерем. Тепĕр тесен, каçхине çывăрмалла, ирхине ĕçе васкамалла...

- Çак кунсенче аранах кăмăла каякан ĕç тупрăм. Куçăхтарасран хăраса ăçта вăй хунине хальлĕхе вулакана пĕлтермĕп.

- Ĕç тупиччен кам тăрантарса пурăннă сана? Аçунтан укçа илетĕн-им?

- Мĕн эсĕ? Эпĕ ура çинче çирĕп тăракан каччă. Концертсемпе туйсенче, корпоративсенче, юбилейсемпе Акатуйсенче юрласа пурăнмалăх укçа тăватăп.

- Кама пăхса юрăç пултăн?

- Эсĕ паçăрах тĕрĕс асăрхарăн, журналист куçĕнчен нимĕн те пытараймастăн. Дима Билана пулах юрăçа тухăм. Эпĕ 14 çулта чухне унăн юррисем модăраччĕ. Вăл шăрантаракан юрăсене килте пĕччен юлсан – атте-анне ĕçре, пичче салтакра, пĕчĕк шăллăм садикре - сас çĕтиччен юрлаттăм. Унтан шăллăма илме садика васкаттăм.

- Кур-ха, ачаранах ĕçе кÿлнĕ сана. Халĕ миçе тултартăн-ха?

- Анне мана хăйĕн çуралнă кунĕнче, декабрĕн 12-мĕшĕнче, çуратса хăйне хăй парне туса панă. 21 çул тултартăм. Халĕ кун-çулăмри чи илемлĕ тапхăрта пурăнатăп. Чи пĕлтерĕшли - эпĕ ирĕклĕ, хампа хам хуçа, çемье çавăрма иртерех, хăш хĕрпе паллашас тетĕп, çавна çавăрттаратăп.

- Сан çумна чиперккисем хăйсемех çыпçăнаççĕ пуль-ха.

- Ун пекки те пулкалать, манпа ирчченех çăлтăр шутлас текен лавĕпех. Анчах вĕсен хушшинче мана килĕшекенни çук çав.

- Ан тĕлĕнтер. Чăваш пикисем хăйсене юраттарма пĕлмеççĕ-им?

- Пĕлеççĕ пуль, анчах эпĕ мана ăсран кăлараканнине, çĕрĕпе çывăрттарманнине шыраса тупаймарăм-ха...

- Тупатăн-ха ак. Нивушлĕ эсĕ пĕрре те юратса курман?

- Мĕнле курман? Паллах, курнă. Ромео пек 16 çултаччĕ ун чухне. Шупашкарти культура училищинче 1-мĕш курса вĕренеттĕм, вăл вара - 4-мĕш курсраччĕ.

- Джульетта пекехчĕ-и?

- Питĕ чипер. Йăрăс пÿллĕскер тĕлĕнмелле илемлĕ ташлать. Унпа калаçма та питĕ кăмăллăччĕ. Тăван яла та пĕрле темиçе те кайрăмăр, атте-аннепе те туслашрĕ.

- Мĕншĕн сÿнчĕ юрату кăвайчĕ? Вутне сахалрах пăрахрăр пуль! Халĕ ăна ăнсăртран курсан чĕрÿ кăлт-кăлт сикет-и?

- Пĕрремĕш черчен те хĕрÿ юратăва епле манăн? Юрату çиппине эпĕ татмарăм çав. «Эсĕ хальлĕхе çамрăк-ха, пуласлăху – малашлăхра», - тесе манпа сывпуллашрĕ.

- Шăпине пĕрремĕш юратупа çыхăнтаракан питĕ сахал. Малтан - хваттер, унтан машина туян, кайран çемье йăвине чăмăрта...

- Хам та çапла шухăшлатăп. Çитес вăхăтра машинăпа çÿреме вĕренмешкĕн «Жигули» туянасшăн-ха... Машина артиста кирлех. Юбилейран каçа юлса таврăннă май такси тытсах мĕн чухлĕ укçа пĕтет.

- Эпĕ санпа паллашнă самантра Сергей Лекеревпа Николай Ключников юнашар тăратчĕç. Вĕсемпе хутшăнатăн-и?

- Халĕ те пĕр турилккерен çисе пурăнатпăр.

- Студент çулĕсем мĕнпе асра юлайрĕç?

- Ăс пухнипе мар, общежитире пурăннипе. Эпир, ял ачисем, пÿлемрен пÿлĕме кĕрлесе те шавласа çÿреттĕмĕр. Каçсерен шĕкĕр хула урамĕсен илемĕпе киленеттĕмĕр. Ташă каçĕсенче ун чухнех шăм-шака аваттăмăр.

- Мĕншĕн вĕренес килменнине ăнлантарайăн-и? Тен, пĕр-пĕр преподаватель тарăхтарнипе вĕренÿрен писрĕн?

- Айăпа çынра шырам мар. Ухмах та кахал пулнă. Хальхи ăспа пулсан-и? Тĕрĕссипе, халĕ те вĕренес килмест!

- Эсĕ юлхав иккенне Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн культура факультечĕн деканĕ Геннадий Петров та каланăччĕ. «Вĕренме ан пăрах», - тесе сана мĕн чухлĕ ÿкĕтлемен-ши вăл?!

- Çапах вĕренме кĕтĕм вĕт! И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра юрист профессине алла илетĕп.

- Сцена илĕртми пулчĕ-и е саккунсене лайăх пĕлес килет-и?

- Саккуна пĕлни никама та чăрмантармасть, юрлама вара пăрахмастăпах. Халăха çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсемпе савăнтарас килет!

- Сцена çинчен анма пĕлменрен репертуару пуянланчĕ пулĕ-ха.

- 20 юрра çитертĕм. Валерий Раштава сăвăсемшĕн пысăк тав. Унăн сăввисемпе çырнă юрăсем сăнарлă пулса тухаççĕ, юрлама та çăмăл вĕсене. Халăх та аван йышăнать.

- Пĕр концертра Петр Ермолаев юрăç тата кулăш ăсти сана сцена çине чĕнсе кăларас умĕн тăрăхласа илчĕ: «Сана пула» юрăра Андрей Думилин «най-най-най» тесе 366 хут калать». Хăех шутласа ларнă-ши çавна е санран юри тăрăхлас терĕ-ши?

- Юрра студие çыртарма кайсан ÿркенмесĕр хам шутларăм. Чăнах та, «най-най-най» 366 хут янăрать. Румын халăх кĕввипе Валерий Раштав сăвă çырчĕ, аранжировкине Андрей Порфирьев турĕ.

- «Качча тух» юрруна та çамрăксем килĕштереççĕ, уйрăмах хĕрсем.

- Ку юррăн хăйĕн историйĕ. Полина Борисовăн концертĕнче кулиса хыçĕнче хамăн черете кĕтнĕ чухне ман пата Сергей Павлов пычĕ те: «Юрий Кашкăр çĕнĕ юрă хайланă, сăвви те, кĕвви те унăн. Шăп та лăп санăн юрламалла ăна. Халех шăнкăравла!» - терĕ. Тÿрех телефона алла тытрăм.

- Юрă хит пуласси мĕнрен килет: илĕртÿллĕ кĕлеткерен-ши е юрăран-ши?

- Сăввипе кĕвви тата юрăçи пĕрле «тĕл пулнăран». Çитес вăхăтра «Каçар мана» юрра итлекен патне çитерĕп. Вăл хит пуласси пирки пĕрре те иккĕленместĕп.

- Юрă Олимпĕн хăш картлашки çине çитрĕн-ха?

- Хальлĕхе аялтинчен кăшт çÿлереххинче тăратăп. Манăн пысăк тĕллевсем. 1000 юрăран кая мар тумалла. Çанă тавăрсах ĕçлетĕп.

- Аçупа аннÿ саншăн савăнаççĕ ĕнтĕ! Аннÿпе пĕр концертра паллашнăччĕ, маттур чăваш хĕрарăмĕ пек туйăнчĕ.

- Аттепе аннене питĕ юрататăп. Вĕсем мана пурнăç панă. Анне Антонина Васильевна - Йăлăмран, атте Сергей Николаевич - Тăрăнран. Икĕ яла пысăк çул çеç уйăрать. Атте аннене пĕрремĕш хут киле ăсатнă каç тÿперен витререн тăкнă пек çумăр çунă. Анне ăна шеллесе хăй сунчăкне парса янă. Атте тепĕр икĕ кунран ăна леçме кайнă та... çулталăкран икĕ ял халăхĕ туйра сикнĕ.

- Кашни çемье хăйне евĕр телейлĕ.

- Пичче Женя манран 5 çул аслă, шăллăм Лева вара 11 çул кĕçĕнрех. Кил хуçалăхри ĕçсене манăн тума лекетчĕ. Атте Мускава ĕçлеме çÿретчĕ, анне Шупашкарти культура училищинче вĕренетчĕ, клуб ертÿçинче тăрăшатчĕ. Хĕллехипе çуллахи сессисене пĕр уйăхлăха килтен тухса каятчĕ те... ирхине 5 сехетре тăрса ĕне сăваттăм, ăна кĕтĕве ăсататтăм, картари сыснана, хур-кăвакала, чăх-чĕппе апат параттăм, пăрăва улăха кайса кăкараттăм, пахчари çимĕçсене шăвараттăм, çум çумлаттăм, шăллăма апат пĕçерсе çитереттĕм. Шкула та ĕлкĕрмеллеччĕ. Ывăнса çитсен шăллăма икĕ-виçĕ кунлăха тăвансем патне кайса яраттăм.

- Сцена çине те аннÿн витĕмĕпе тухнă ĕнтĕ эсĕ!

- Ача чухне аннепе клуба ерсе каяттăм, анчах ял шăпăрланĕсемпе клуб йĕри-тавра выляса çеç чупаттăм.

- Аннÿ алă çĕклени пулнă-и?

- Пĕрре те çапса курман. Ятласса ятланă-ха. 2-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра асаннесем патĕнчен ыйтмасăр ручка йăтса килнĕччĕ. Анне тарăхса кайрĕ те: «Тепре çакăн пек тусан аллуна пуртăпа касатăп», - терĕ. Аннерен хăраттăм эпĕ, питĕ çирĕп ыйтатчĕ, ачашлантармастчĕ. Унтанпа çын япалине нихăçан та илмен.

- Çывăх тăванусемпе туслă-и?

- Пиччепе яла кайсан тĕл пулатăп. Вăл авланнă, эпĕ унăн пĕртен-пĕр ывăлĕн хреснашшĕ, МЧСра хурал пуçлăхĕнче вăй хурать. Ача чухне хирĕç каланăран мана ялан патак «çитеретчĕ». Шăллăм 10 çулта çеç, 3-мĕш класа çÿрет, питĕ ырă, чеелĕхĕ те пур хăйĕн.

- Арçын ĕçне аçу вĕрентрĕ-и?

- Атте маншăн тĕслĕх. Юлашки çулсенче шкулта хуралта вăй хурать. «Мускава çÿресе ывăнтăм, çемьепе пĕрле пулас килет», - тет пулсан та укçа çитменни вăхăт-вăхăтпа тĕп хуланах хăвалать.

- Аслă ăрурисене ас тăватăн-и?

- Кукаçипе асаттене пачах курман. Кукаçи эпĕ 3 çулта, асанне эпĕ 13-ре, кукамай вара эпĕ 17-ре чухне ку тĕнчерен уйрăлнă. Акатуйсене кайсан асанне - 150 тенкĕ, кукамай 5 тенкĕ тыттарса яратчĕ. Хытăрахчĕ çав вăл. Асанне вара питĕ ĕçченччĕ. Кăмака яшкипе шарккăва икĕ хут ăшăтса çитерместчĕ, выльăха паратчĕ. Вăл хатĕрленĕ тăпăрчă тути халĕ те чĕлхе çинчех. Операци туса пĕр ÿпкине касса илнĕ хыççăн 20 çул пурăнса 71-ре çĕре кĕчĕ.

- Хăвна хитре тесе шутлатăн-и?

- Полина Борисова калашле, упăте мар ĕнтĕ. Хĕрсем шÿтлеççĕ, упăтерен кăшт илемлĕрех пулсан аванрах ĕнтĕ тесе.

- Эсĕ Полина пуçне çавăрттарать тенине артистсенченех илтнĕччĕ, уйрăлми пĕрле çÿретĕр-çке.

- Эпир çывăх туссем, вăл манран 8 çул аслă, эпĕ вара çамрăкраххине шыратăп.

- Сан шухăшпа, чăваш эстрадин пуласлăхĕ мĕнлерех?

- Малашлăхĕ пирĕнтен нумай килет. Çапах хăш-пĕр юрăçăн сцена çине тухиччен хăй епле тăхăннине, çÿçне-пуçне мĕнле тирпейленине тиркесе тĕкĕртен пăхмаллах.

- Чап чирĕпе чирлесе каймарăн-и-ха?

- Хальлĕхе ĕлкĕреймерĕм-ха.

- Трактор тăвакансен культура керменĕнче февралĕн 14-мĕшĕнче хăв тĕллĕн концерт йĕркелес тесе чупкалатăн. Билетсем сутăнаççĕ-и?

- Телефон номерне тупсах билетсене хамран туянаççĕ.

- Мĕн те пулсан хушса калас килет-и?

- Сцена çине тухма мана Алексей Московский пулăшрĕ. Вăл Интернетра пĕлтерÿ вырнаçтарнăччĕ: «Чăваш çамрăк юрăçисем, ăçта эсир?» Эпĕ çырса ятăм та тепĕр виçĕ уйăхран ЧР культура училищин сцени çинче пĕрле юрларăмăр.

- Хăвна тĕрĕслес тесе конкурссене хутшăнатăн-и?

- 2011 çулхи март уйăхĕнче «Кĕмĕл сасăра» Алексей Московский мана тÿлевсĕр панă «Тăван ял» юрăпа пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Икĕ уйăхран çак юрăпах «Вирьял шевлисем» конкурсра çĕнтертĕм. 2012 çулта Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи юрă конкурсĕнче «Анастасия» юрăпа пĕрремĕш вырăн çĕнсе илтĕм. Каярахпа халăх патне «Самант» юрă альбомĕ çитертĕм, часах «Качча тух» ятлă çĕнĕ юрăсен пуххине кун çути кăтартăп.

- Асунта тата мĕн интересли çырăнса юлнă?

- Маршрутка пăкăра тăрать, концерта васкатăп, салонта лăк тулли халăх, хыçалтан 10 çулти хĕрача хĕсĕнкелесе, ыттисене тĕккелесе ман тĕле пырса тăчĕ те автограф ыйтрĕ. Хирĕçлемерĕм ĕнтĕ. Тÿрех кăмăл çунатланчĕ. Пăкăра ларнăшăн та тарăхма пăрахрăм.

- Хăв тантăшусене мĕн сунатăн?

- Сывлăха упрăр. Кирлĕ-кирлĕ мар çÿп-çапа çăвара ан чикĕр. Сывлăх пур пуянлăхран та хаклăрах. Сывлăхлă пулсан мĕн пур ĕç ăнать.

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.