Комментировать

26 Фев, 2015

Упăшка килтен тухса кайрĕ

Вăркакан ăшăма пусарма пĕртен-пĕр тус, "Çамрăксен хаçачĕ", пурришĕн савăнатăп. Çулăмсăр çунакан чунăма никам умĕнче те уçма çук. Икĕ хĕрĕм ытла айван, пĕри - 10, тепри 8 çулта кăна. Çемье пурнăçне ăнкарма ĕлкĕрейменскерсене ачаллах амантас килместчĕ те... Анчах ашшĕ килтен тухса кайнăранпа иккĕшĕ те хампа пĕрле хурланса йĕреççĕ. "Пăхман хĕвеле пăхтараймăн" - тесе пĕлмесĕр каламаççĕ. Мăшăрăма тытса чарас тесе тем тăвăттăм, чуна парăттăм - çук... Кашни хусканăвĕ, калаçни, хĕрĕмсемпе выляни, урока хатĕрленме пулăшни... "Чараймастăн мана, Валя, пур-пĕрех каятăп", - юлашки сăмахĕсем чĕрене çурчĕç. Чĕре çурăлсан та хĕрарăм пурăнать иккен. Хăçанччен чăтать-ши тÿсĕмлĕскер?

Вăтăр çула çитиччен хамран телейлĕ хĕрарăм курмастăм. Мăшăрăм манран 10 çул аслă. Тахçан больницăра выртнăччĕ эпĕ. Палатăри пĕр хĕрарăм калаçнине питĕ тимлĕ итлерĕм. Унăн сăмахĕсем пирки ялан шухăшлаттăм. Вăл биологи учителĕччĕ. Тепĕр хĕрарăмпа хĕрÿ калаçнă вăхăтра вăл çапла каларĕ: "Кирек мĕнле арçын та 40 çултан иртсен улшăнать. Ăна эпĕ шухăшласа кăларман, тĕпчевçĕсемех палăртнă". Хамăн упăшка çав çула çитсен ютти патне чупасран хăрасах ĕненмерĕм. Аннерен - атте сулахая чупни пирки, хунямаран хуняçа тарăхтарни çинчен нихăçан та илтмен. Манăн Ваньăна килте мĕн килĕшмерĕ-ши? Уншăн нимĕн те хĕрхенмерĕм, кăра çилĕллĕскер час-часах сехре хăпартнине те чăтрăм. "Куçăм ăна ют хĕрарăм ытамĕнче ан куртăр та çынсенчен "сан мăшăру чупать" тенине хăлхам ан илттĕр кăна", - теттĕм. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.