“Чĕрĕ юлсан пурнăçа хаклама пуçларăм”
Алина МИХАЙЛОВА юрăç çинчен хаçатсенче статья тавраш йăпăр-япăр тупса вулаймăн. Çынни вăл хăй çавнашкал. Ытла сăпайлă. Именчĕклĕхĕ те пур. Журналистсем хыççăн: «Тархасшăн, ман пирки çырăр-ха», - тесе йăлăнса та йăпăлтатса çÿремест. Эпир паллашса туслашни 15 çул та иртрĕ, анчах вулакансене ун шăпипе паллаштарма ерçеймерĕм. «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем Вăрмар районне тĕлпулăва кайсан пухăннисен пĕр пайĕ: «Пирĕн ентеш Алина Михайлова питĕ маттур юрăç, вăл шăрантаракан юрăсене кăмăллатпăр. Унăн кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллашасчĕ», - тенĕ хыççăн «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ мана Алина патне хăнана кайма çине тăрсах сĕнчĕ. Мĕнех, вулакан ыйтăвне паян хаваспах пурнăçлатăп.
- Алина, чăваш йăлипе çĕнĕ хваттере пĕрремĕш хут кĕнĕ чухне çăкăр йăтса кĕмелле. Кăпăшка хура çăкăра тыт-ха. Хваттер илнĕ ятпа сана! Çĕнĕ вырăна пурăнма куçиччен кушак кĕртмелле теççĕ. Ку йăлана пăхăнтăн-и?
- Паллах. Аннен кушак çурине тăван ялтан Энĕшпуçран ятарласа илсе килтĕмĕр. Кашни кĕтесе шăршласа тухрĕ те... кухньăна вĕçтерчĕ. Инçе çул хыççăн хырăмĕ выçнах ĕнтĕ. Сĕт ярса патăм мăнтарăна. Апата тиркемест, мĕн паратăн - веçех çиет. Виçĕ кунран çĕнĕ кăнтăр районĕнчи чиркÿ пачăшкине хваттере сăваплама чĕнтĕмĕр. Пурăнмалли вырăн маншăн çĕнĕ пулсан та кунта малтан урăххисем хуçаланнă-çке. Каçсерен çывăрма кăштах шиклентеретчĕ. Халь йĕркеллех: усалсем те тĕлĕке килмеççĕ, чунра та лăпкă.
- Аслă хĕрÿн ачисене пăхнă вăхăтрах манпа тĕл пулма килĕшрĕн. Малалла вулас...