Комментировать

15 Янв, 2015

“Алăка уçса кĕрсе йăл кулас пек туйăнать...”

2013 çулхи сентябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Еншĕн кăна мар, пĕтĕм Раççейшĕн пысăк хуйхă пулчĕ. Виçĕ полицейски Чечняри теракт вăхăтĕнче пуç хучĕ, вĕсенчен иккĕшĕ - пирĕн республикăран. Ун чухне полицин аслă сержанчĕсем Леонид Пучков - 28-та, Александр Егоров 23-ре пулнă. Хаçатра Шупашкар районĕнчи Шуркассинче çуралса ÿснĕ Леонид Пучков пирки çырнăччĕ. Халĕ Комсомольски районĕнчи Тимĕрчкассинче çитĕнсе пĕве кĕнĕ яшăн Александр Егоровăн шăпипе паллаштаратпăр. Чечня Республикинчи Серноводск салинче Сунженск районĕн шалти ĕçсен пайĕнче вĕсен сентябрĕн 16-мĕшĕнче çур çĕртен пуçласа ирхи 4 сехетчен хуралта тăмалла пулнă. Патруль машини территорие кĕрсен хыççăнах "смертникăн" 15-мĕш модельлĕ "Лада" автомобилĕ курăннă. Аслă сержант Юни Сулейманов автомобиле чарас тĕллевпе ятарлă чикке картланă. Леонид Пучковпа Александр Егоров хапхана хупма тăнă, çав вăхăтра "смертник" машини сирпĕннĕ. 150 полицейски сыхă тăнă вырăна кĕме пĕр юпа çеç чарнă ăна. Виçĕ полицейски, çав вăхăтрах 23 çулти "смертник" та пурнăçран уйрăлнă. Редакцие Александрăн аслă пиччĕшĕпе Владимирпа мăшăрне чĕнтĕмĕр. Вĕсем ывăлĕпе килчĕç. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.